Тĕп калаçу - сасăлав тавра

Михаил Игнатьев Президент ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков раштавăн 4-мĕшĕнчи сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсем çинчен пĕлтернĕ. Суйлавçăсен 61% сасăлава хутшăннă. Дума депутачĕсен суйлавĕнче республикăра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» сасăсен 43,29% пухнă. Иккĕмĕш вырăнта РФКП - 20,92%, виççĕмĕшĕнче «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» - 18,89%, унтан - 10,79% пухнă РЛДП. Пĕр мандатлă 22 суйлав округĕнчен 21-шĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» кандидачĕсем мала тухнă, пĕринче кăна, Çĕнĕ Шупашкарта, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» представителĕ çĕнтернĕ. Çавăн пекех вырсарни кун 12 округра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйланă, вĕсенче те 11-шĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти çыннисем малта. 8 округра районсемпе хуласен пухăвĕсен депутачĕсен суйлавĕ пулнă, вĕсенчен 7-шĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕсем çĕнтернĕ.

«Вырăнсенче влаçпа халăх хушшинче çыхăну çирĕпрех пулмалла, çакна хальлĕхе туймастăп. Пĕтĕмпех тĕплĕ тишкермелле, малалли ĕçе ăнăçлăрах йĕркелеме пĕтĕмлетÿсем тумалла», - тенĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ влаç представителĕсене. Вăл çĕнĕ парламент йĕркеленнĕ ятпа саламласа Чăваш Еншĕн ăнăçлă ĕçлеме суннă. Ку енĕпе тăватă парти ĕçлĕ.

Канашлура çулсем çинчи аварисенчен сыхланас ыйтусене тишкернĕ - шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов ку енĕпе пурнăçлакан ĕç çинчен каласа панă. Вăл палăртнă тăрăх кăçал административлă правăна пăснă тĕслĕхсене шута илекен видеофиксаци центрне хута янă, çак ĕç валли Шупашкар бюджетĕнчен те укçа уйăрнă. Çакăн усси палăрать те ĕнтĕ: хăвăртлăха юранинчен ÿстернĕ тĕслĕхсен шучĕ 14,3% чакнă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Венера Муллина аварисенче инкек тÿснисене медпулăшу кÿмелли тытăма аталантарнă май çулсем çинчи инкексенче вилекенсен шучĕ 8,4% чакнине палăртнă.

«Çынсен пурнăçĕнчен хакли çук. Республикăри çулсем çинче çутă пулмалла, ятарлă паллăсене çутатмалла. Икĕ çул хушшинче Шупашкар хăрушсăрлăх хула пулса тăмалла», - тенĕ Президент тивĕçлĕ хушусем панă май. (К.Семенов)

 

 

 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 декабря 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter