Çĕнĕ чиркÿ пулать
Михаил Игнатьев Президент тата Шупашкар-Чăваш Ен митрополичĕ Варнава Турă Амăшĕн Владимир турăшĕ ячĕллĕ çĕнĕ чиркÿн никĕсне капсула хунă. Турă çуртне Шупашкарăн историшĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕнче, Введени соборĕпе юнашар, тума палăртнă. Турăш - Чăваш Ен тĕп хулине хÿтĕлекенскер.
Шупашкар-Чăваш Ен митрополичĕ Варнава чиркÿ 2012 çулхи çулла ĕçлеме пуçласса пĕлтернĕ. «Вăл хулан çак кĕтесне илем кÿрекен çурт тата халăха кăмăл-сипет воспитанийĕ памалли тепĕр центр пулĕ», - тенĕ митрополит. Президент чиркĕве нимелле тумаллине палăртнă, пурне те çак ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе каланă. «Кăмăл-сипет пуянлăхĕ пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах çамрăксемшĕн. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн ырă кăмăллă, çирĕп сывлăхлă çитĕнмелле. Вĕсем - пирĕн пуласлăх», - тенĕ Михаил Васильевич.
Палăртса хăваратпăр: Гурий архиепископ 1555 çулта Мускавран Хусана кайнă чухне çула май Шупашкарта чарăннă, Шупашкар кремлĕн тата Введени соборĕн вырăнĕсене сăвапланă. Гурий кунта пир чиркÿ лартса хăварнă. Кĕçех ăна йывăçран тунипе ылмаштарнă. 1559 çулта чиркÿ çунса кайнă. Турă амăшĕн Владимир турăшĕ кăна упранса юлнă. Паян вăл Введени соборĕнче тĕп вырăн йышăнать.(И.Сергеева)