Ырришĕн, çутă малашлăхшăн

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре те пĕрлехи сасăлав кунĕ иртрĕ. Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсене республика ертÿçисем те, политиксем те хутшăнчĕç. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ачисемпе Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче вырнаçнă суйлав участокне çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа килчĕ.

“Суйлав - республикăра тата çĕр-шывра пурăнакансемшĕн пысăк уяв, мĕншĕн тесен кашни гражданинăн малашлăх çул-йĕрне палăртмашкăн ирĕк пур, - терĕ Михаил Васильевич суйлав бюллетенĕсене урнăна янă хыççăн. - Çав вăхăтрах вăл - яваплă кун та, мĕншĕн тесен паянхи сасăлавсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн çĕнĕ йышĕсем йĕркеленеççĕ. Çĕнĕ парламентăн халăхăн пурнăç шайне лайăхлатакан саккунсем йышăнмалла. Патшалăх влаçĕн органĕсен çынсен ырлăх-тивлечĕшĕн мĕн кирлине йăлтах тумалла.”

Журналистсем Президент мăшăрĕ мĕне тĕпе хурса сасăланипе кăсăкланчĕç. “Ачасен телейлĕ пуласлăхĕшĕн, республикăн тата çĕр-шывăн ăнăçлă аталанăвĕшĕн”, - пĕлтерчĕ Лариса Юрьевна. Республика ертÿçи суйлав участокне килнисене пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, хăй вара çемйипех йĕлтĕрпе ярăнма каяссине систерчĕ.

Пĕрлехи сасăлав кунĕнче çанталăк лайăх тăнине кура ЧР Правительствин Председателĕ Олег Макаров Çĕнĕ Шупашкарти 626-мĕш суйлав участокне çуранах килнине пытармарĕ. Вăл та пĕччен мар - мăшăрĕпе Евгения Станиславовнăпа. Сасăлавçă тивĕçне пурнăçланă хыççăн премьер-министр информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. “Эпĕ прогресшăн, малашлăх аталанăвĕшĕн, кашни çын ырлăх-тивлечĕшĕн, кашни гражданин ыранхи куна çирĕп шанчăкпа кĕтсе илтĕр тесе сасăларăм, - шухăшне палăртрĕ Олег Витальевич. - Суйлав çынсене хăйсен правине пурнăçа кĕртме май парать, влаç органĕсене вара хăйсем тĕрĕс çулпа пынипе пыманнине, тÿрлетÿсем кирлипе кирлĕ маррине ăнланма пулăшать”.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский мăшăрĕпе Алевтина Андреевнăпа Шупашкарти 2-мĕш вăтам шкулта сасăларĕ. Унти 790-мĕш участокра суйлавçăсен сассине пĕтĕмлетсе шутлакан тытăмпа - “КОИБ” - усă кураççĕ. Сăмах май, республикăри 1176 суйлав участокĕнчен 59-ĕшĕнче /пурте Шупашкарти Мускав районĕнче/ “КОИБ” вырнаçтарнă. Ăслă çак машина, этем чĕлхипе калаçмалла ăсталанăскер, суйлавçăсене бюллетене тĕрĕс мар хурсан мĕн тумаллине калать, ытти сĕнÿ парать... Ун умне çамрăксем çеç мар, аслăрах çулти çынсем те хăюллăнах пырса тăнине курсан Михаил Михайловский çапла каларĕ: “Суйлава нумайăшĕ хутшăнассăн туйăнать. Эпир мăшăрăмпа саккун кăларакан чи яваплă аслă влаçшăн сасăларăмăр: вăл влаçăн ĕç тăвакан органĕсемпе килĕштерсе ĕçлессе, экономикăпа социаллă тытăма лайăхлатма, халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме май паракан норматив никĕсне йĕркелессе шанса.”

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов Шупашкарти коопераци институтне пынă вăхăтра суйлав участокĕнче халăх йышлăччĕ /пĕлме: Чăваш Енре кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 989005 сасăлавçа регистрациленĕ/, çавна май унăн кăшт черетре те тăма тиврĕ. Суйлава пĕрремĕш хут хутшăнакансене асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. “Республикăра пурăнакансем хастарлăх кăтартасса шанатăп. Чăваш Ен тата Раççей пуласлăхĕ вĕсен аллинче-çке. Эпĕ республикăн тата çĕр-шывăн çутă пуласлăхĕшĕн хамăн сасса патăм”, - терĕ Руслан Тихонов.

* * *

Çав кунах Чăваш Ен ертÿçи Михаил Игнатьев суйлавсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх йĕркеленĕ видеоконференцие хутшăннă. Онлайн режимĕнче Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев тата çĕр-шыв Правительствин Председателĕ Владимир Путин регионсене пурнăçланă ĕçшĕн тав тунă.

Федераци субъекчĕсен ертÿçисемпе хутшăннă май Дмитрий Медведев çĕнĕрен йĕркеленнĕ Думăн ĕçлеме пултараслăхĕ пысăк пулмаллине палăртнă, “çакăн валли вара “Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн” фракцийĕ вăйлă тата Патшалăх Думинчи партнерсемпе хутшăнусем ырă пулмалла”. “Тепĕр тесен, эпир пурте хамăр çĕр-шывра ырри çеç пултăр тетпĕр”, - палăртнă Президент. Сасăлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем пирки каланă май Дмитрий Медведев çапла пĕлтернĕ: “Пĕрлĕхлĕ Раççей” хăйне тивĕçлипе, хăйĕн политика витĕмĕпе килĕшÿллĕн, кăтартрĕ тесе халех калама пулать. Патшалăх Думинче йĕркеленекен тăрăм çĕр-шыври чăн политика тăрăмне палăртать. Парти суйлавсенче хăйне çапла çирĕп, тивĕçлĕ, çав вăхăтрах шайлашуллă кăтартма пултарни - пирĕн малашлăх аталанăвĕн никĕсĕ.” Дмитрий Медведев суйлавсене хастар хутшăннă тата сасăлавăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсене хăйĕн тÿпине хывнисене пурне те тав тунă.

Правительство Председателĕ Владимир Путин суйлавçăсене тав тунă май çапла каланă: “Çĕр-шыв чăтса ирттернĕ йывăр самантсене пăхмасăр çынсем пирĕн партие çĕр-шыври ертсе пыракан политика вăйĕ тесе палăртрĕç. Паллах, çак кăтартусене тĕпе хурса эпир патшалăхăмăр малашне те вăйлă аталантăр тесе тăрăшăпăр.”

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

* * *

Йĕпреç. «Пирĕн тăрăхри суйлавçăсен хастарлăхĕ пĕчĕк пулмарĕ, - терĕ сасăлав вĕçленнĕ хыççăн районти суйлав комиссийĕн ертÿçи Василий Гордеев. - Списока кĕртнĕ çынсен 77 проценчĕ суйлав участокĕсене пынă, ку тăватă çул каяллахи кăтартуран лайăхрах...»

Йĕпреçсем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине суйланма тивĕç çĕнсе илнĕ партисемшĕн çакăн пек сасăланă: «Пĕрлĕхлĕ Раççейшĕн» 57,93%, РФКПшăн - 19,16%, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççейшĕн» - 10,13%, РЛДПшăн - 7%, «Яблокошăн» - 0,63%, «Раççей патриочĕсемшĕн» - 0,88%.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутата пĕр мандатлă 3-мĕш суйлав округĕпе кандидата тăратнă тăватă çынран Йĕпреçсем «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн» - «Август» фирма АХОн филиалĕн - директорне Владимир Свешникова суйласа илнĕ, уншăн 6702 суйлавçă /48,63%/ хăйсен сассисене панă. РФКПн вырăнти организацийĕ тăратнă кандидат - Йĕпреçри тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Татьяна Третьякова 4116 суйлавçăран /29,87%/ шанăç илнĕ.

Районти 32 суйлав участокĕнче те сасăлав йĕркеллĕ, тивĕçлĕ шайра иртнĕ. Суйлавçăсем çĕр-шыв ертÿлĕхĕ тытса пыракан çул-йĕре ырланине, малалла та влаç партийĕ палăртакан программăсене пурнăçа кĕртме хатĕр пулнине çирĕплетнĕ.

Геннадий ВАСИЛЬЕВ.

* * *

Патăрьел. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче - 56 ялпа поселок. 51-шĕнче суйлав участокĕсем йĕркеленĕ. Раштавăн 4-мĕшĕнче палăртнă вăхăтра вĕсен алăкĕсем яри уçăлчĕç. Патăрьелсем кашни суйлавах хастар хутшăнаççĕ. Хальхинче савăнмаллах пуçтарăнчĕç тесе калама йывăр. Укçа чул кастарать: вăй питти чылай çын аслă хуласемпе тĕрлĕ регионта ĕçлесе пурăнни япăх витĕмпе палăрчĕ. Çапах та 18 çултан иртнĕ 22,5 пине яхăн арçынпа хĕрарăм хăйĕн тивĕçне пурнăçланине ырă пулăм темеллех. Аякри Люляра пурăнакансем 18 сехет тĕлне пĕр çын юлмиччен сасăланипе палăрчĕç. Хастаррисен йышĕнче - Хурама Твар, Вăтаел, Кăсăл Камăш, Пăлапуç Нурăс, Сăкăт /85-90 процент/.

Ÿсĕм çулĕ çине çирĕп тăнă район ертÿлĕхĕ сасăлав пĕтĕмлетĕвĕпе кăмăллă. Халăхăн иккĕ виççĕмĕш пайĕ хăйĕн сассине «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партишĕн панă. Пĕр мандатлă Патăрьел суйлав округĕпе ЧР парламенчĕн мандатне «Букет Чувашии» фирмăн генеральнăй директорĕ Олег Мешков тивĕçнĕ, уншăн суйлавçăсен 68,5 проценчĕ сасăланă.

Николай ЛАРИОНОВ.

* * *

Элĕк. Районти 10066 çын е суйлавçăсен 65,77 проценчĕ ку е вăл партипе кандидатшăн сасăланă. Вĕсем Раççей тата Чăваш Ен пуласлăхне шаннине çирĕплетнĕ. Политика партийĕсенчен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» 45,67 процент сасă пухнă, ыттисем - палăрмаллах сахал. Элĕк районĕнчи суйлавçăсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕшĕн пĕр мандатлă суйлав округĕпе Николай Ванеркиншăн /52,60 процент/ сасăланă. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн администрацине малашне Петр Павлов ертсе пырĕ.

Юлия ЗАДОНСКАЯ.

* * *

Хĕрлĕ Чутай. Малтанхи пĕтĕмлетÿпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров паллаштарчĕ: «Районта пурăнакансем малашлăха ăнтăлнине ĕçпе çирĕплетрĕç. Вĕсем Патшалăх Думине /52,5 процент/, ЧР Патшалăх Канашне /57,1 процент/ «Пĕрлĕхлĕ Раççее» çул пачĕç. Пĕр мандатлă суйлав округĕпе Хĕрлĕ Чутайсен 50,4 проценчĕ Валерий Павловшăн сасăланă. Çакă «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти хăй ĕçлеме пултарнине, халăхшăн тăрăшнине уçăмлă ĕçпе çирĕплетни çинчен калать. Суйлавçăсем çĕр-шыв ертÿлĕхĕпе кăна тăнăç пурнăç тата вăйлă та çирĕп патшалăх тума пултарнине ăнланчĕç».

Юлия МАРЕЕВА.

* * *

Красноармейски. Районти 24 суйлав участокĕнче те суйлав йĕркеллĕ иртнĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен сасăлавĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕшĕн урнăна 4194 бюллетень янă. Ку иккĕмĕш вырăна тухнă коммунистсен партийĕн кăтартăвĕнчен виçĕ хут ытларах. Чăваш парламенчĕн депутачĕсен «кĕрешĕвĕнче» районти пĕр мандатлă округпа Вадим Николаев çĕнтернĕ - районта пурăнакан суйлавçăсенчен 4486-шĕ уншăн сасăланă.

Виктор ДАНИЛОВ.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
08 декабря 2011
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter