Республика кунĕ умĕн Правительство çуртĕнче чыслав иртнĕ - республикăн патшалăх премийĕсене тата Раççейпе Чăваш Енĕн патшалăх наградисене пана

К. Семенов

Республика кунe умeн Правительство çуртeнче чыслав иртнe - республикaн патшалaх премийeсене тата Раççейпе Чaваш Енeн патшалaх наградисене панa. Вeсене 35 çын тивeçнe - тeрлe професси çыннисем. Михаил Игнатьев Президент аллинчен награда илнисен шутeнче механизатор та пур, техника наукисен докторe те.

«Тeп вырaнта - çынсем, вeсен aнaçaвeсем, тaван республика аталанaвне хывнa тÿпе», - тенe Президент. Вaл кашни районпа хулара хaйсен eçне, тaван çeре парaннa çынсем пуррине палaртнa. Михаил Васильевич Чaваш Ен МЧСeн eçченeсене тав тунa. Çак ведомство пуçлaхeн пeрремeш çумe Герман Михайлов Паттaрлaх орденне тивeçнe. Пушар хуралeн eçченeсене Аркадий Сапожниковпа Алексей Николаева медальсем илнe ятпа саламланa. ЧПУ профессорe Михаил Петров тата «Çеçпeл» предприяти eçченeсем - техника наукисем енeпе паракан патшалaх премийeн лауреачeсем. Коопераци институчeн eçченeсем Галина Калинина тата Тамара Сильвестрова, РАНaн Философи институчeн наука сотрудникe Вадим Розин социаллa аталанaва тeпчесе çырнa монографипе гуманитари наукисем енeпе паракан премие тивeçнe.  

«Элара» тeп конструкторe Андрей Гуляев 34 çултах ЧР промышленноçaн тава тивeçлe eçченeн ятне илнe. «Çамрaк пулин те унaн рационализатор сeнeвeсем темиçе теçетке, вeсем экономика енeпе миллион тенкe ытла усa кÿнe», - тенe Президент. Альбина Григорьева вара ял хуçалaхeн тава тивeçлe eçченeн ячeшeн 1992 çултанпах тар тaкать темелле. Вaл Тaвай районeнчи машинaпа eне сaвакан чи лайaх операторсенчен пeри. Хуçалaхра 19 çултанпа eçлет. Пeлтeр кашни eнерен 5085 литр сeт суса илнe. Иртнe çул çанталaк условийeсем япaх пулнине пaхмасaр çак кaтарту виçeм çулхинчен 760 литр нумайрах. «Çитeнÿ вaрттaнлaхe ансат, - тет хeрарaм. - Хaвaн eçне юратмалла».

Михаил Игнатьев наградaсене панa май пурне те çывхарса килекен Республика кунe ячeпе саламланa, çирeп сывлaх, eçре çeнe çитeнÿсем суннa. 



Республиканская газета "Хыпар"
22 июня 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter