Кĕске хушăрах Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче спорт керменĕсем çĕкленчĕç.

Раççей Федерацийeн физкультурaпа спорта 2006-2015 çулсенче аталантармалли тeллевлe программипе килeшÿллeн пирeн республикaра пeрремeш физкультурaпа спорт комплексне Вaрнар поселокeнче ултa çул каялла хута янaччe. Унтанпа вaхaт нумай та иртмен темелле. Анчах çак кeске хушaрах Чăваш Енeн тeрлe кeтесeнче тепeр 15 спорт керменe çeкленчe. Çакa пирeн республика сывa пурнaç çулe çине çирeппeн тaнине тепeр хут çирeплетет. Комсомольскинче ФСКна пeлтeр тума пикеннe.  Çапла вара çулталaкрах икe хутлa çурт ÿссе те ларчe. Çакaншaн Шупашкарти «Водоснабжение» строительство организацийeн eçченeсене тав сaмахe каламалла. Спорт керменeнче çaмaл атлетика, тренажер залeсем, бассейн, кeрешмелли вырaн, салтaнмалли-çaвaнмалли пÿлeмсем вырнаçнa. Сывлaха тeрeслемелли кабинетсем те пур. Унта малашне пeтeмeшле практика врачeн офисe куçма тивeçлe: сипленмелли оборудовани çителeклe пулe. Кунсaр пуçне икe гектар йышaнакан лаптaкра чупмалли сукмаксем, футбол, волейбол, баскетбол, теннис площадкисем хатeр. Хeлле хоккейла выляма та май пулe. Çeртме уйaхeн 21-мeшeнче Каçалсем «Кeтне» физкультура комплексне уçрeç. Комсомольскисен пысaк савaнaçне пайлама республика Президенчe Михаил Игнатьев, çавaн пекех ЧР физкультурaпа спорт тата туризм министрe Анатолий Николаев, ЧР Патшалaх Канашeн депутачe, «Чaвашсетьгаз» ООО генеральнaй директорe Кияметдин Мифтахутдинов, республикaри капиталлa строительство управленийeн ертÿçи Энвер Аблякимов, Шупашкарти «Кeтне» ентешлeх хастарeсем, районтан тухнa паллa спортсменсем, физкультурaпа спорта юратакансем, район ертÿçисемпе ял-йыш хутшaнчe. Каçалсене саламланa май республика пуçлaхe Чaваш хутлaхeнче халaха пурaнма тата сывлaха çирeплетме хaтлa условисем туса парасси патшалaхпа вырaнти хaй тытaмлaх органeсен чи пысaк тeллевeсенчен пeри пулнине палaртрe, çак çулпа малашне те çирeппeн утма сунчe, спортсменсене пысaк çитeнÿсем тума сeнчe, «Кeтнене» «ГАЗель» автобус парнелерe. Комсомольски район администрацийeн пуçлaхe Геннадий Волков кунта пурaнакансен ячeпе республика ертÿлeхне тата строительствaна хутшaннa мeн пур организацие чун-чeререн тав турe. Хeрлe хaйaва каснa хыççaн Михаил Игнатьев спорт комплексeпе тeплeн паллашрe, çамрaк физкультурниксемпе курса калаçрe, халaхпа тeл пулчe. Çавaн пекех Михаил Игнатьев «Урожай» тата «Труд» хуçалaхсен хирeсене çитсе выльaх апачe хатeрлес eçсем епле пынипе интересленчe.(Н.Ларинов)

 



Республиканская газета "Хыпар"
23 июня 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter