ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалласа Çĕрпÿ районĕнче ирттернĕ мероприятисене хутшăннă

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалласа Çĕрпÿ районĕнче ирттернĕ мероприятисене хутшăннă. Ку тăрăхра Республика кунĕ ячĕпе çулленхи “Уй кунĕ” курав йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Аграри форумне Раççейĕн 15 регионĕн специалисчĕсем, ял хуçалăхĕн инноваци техникипе тата оборудованийĕпе, вăрлăхпа, ÿсен-тăран хÿтĕ­левĕн им-çамĕпе, минерал удобренипе тивĕçтерекенсем федерацин Атăлçи регионĕнчен йышлăн пуçтарăннă. Куравра - 100 ытла хальхи машина. Экспозицие уçнă май Михаил Игнатьев Çĕрпÿсене, унăн хăнисене уяв ячĕпе саламланă, “Уй кунĕ” пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли вырăн тата ытти регион партнерĕ­­семпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелемелли мел пулнине палăртнă. Республика кунĕ ячĕпе Çĕрпÿ­­сене пысăк парне кÿнĕ - кунта ял хуçалăх пасарĕ уçăлнă. Республика кунне Çĕрпÿре чаплă лару-тăрура уçнă: район çыннисемпе хăнисем пултарулăх коллективĕсен театрализациленĕ концертне, “Раççей çăл куçĕсем” фестивале килнисен юрри-çеммипе савăннă. “Паян сирĕн хутлăхра Аслă Раççейĕн чылай кĕтесĕнчен хăна-вĕ­рле пуçтарăнчĕ. Нумай нациллĕ Чăваш Ен килĕшÿре, çураçура туслă пурăннине çирĕплетекен тĕслĕх çакă, - палăртнă Президент. - Чăваш Республикин тĕп уявне хăйсен патĕнче ирттерме Çĕрпÿсем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çитĕнĕвĕсене кура тивĕçнĕ”. Президент Чернобыль АЭСĕн катастрофине пĕтерме хутшăннисене, ял хуçалăх ĕçченĕсене патшалăх наградисем панă. II степень «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне Иван Михайлов тата Николай Скворцов, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята Петр Григорьев тивĕçнĕ. Нумай ачаллă Никифоровсен, Ершовсен, Кузьминсен çемйине Михаил Игнатьев çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕр усă курма сертификатсем панă, ывăл-хĕрне велосипед парнеленĕ. Николай Кадикин тата Инга Иванова çамрăк специалистсем çурт-йĕр çавăрма социаллă тÿлев сертификачĕ илнчĕ. Михаил Игнатьевпа РФ Патшалăх Думин комитет председателĕ Константин Косачев Тихвин ярмăрккинче пулнă, сутуçăсен таварĕпе паллашнă. (Авторĕ В.Смирнова. «Хыпар» хаçатран)

 



24 июня 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter