Чаваш Республикин патшалăх уявне - Республика кунне - «Регионсем - пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» регионсен хушшинчи XVIII курав уçăлчĕ.

Eнер Шупашкарти «МТВ-Центрта» Чaваш Республикин патшалaх уявне - Республика кунне - халалланa «Регионсем - пeр-пeринпе

килeштерсе eçлесси» регионсен хушшинчи XVIII курав уçaлчe.

Производство предприятийeсем, обществaсемпе ведомствaсем, хуçалaхсем, вeренÿ заведенийeсем, ыттисем те экспозицисем хатeрленe. Чaваш Республикин Президенчe Михаил Игнатьев кашни экспозиципе, делегатсен шухaш-кaмaлeпе паллашрe, «Раççей экономики: ÿсeм технологийeсем» форум eçне хутшaнчe.

Куравра тата форумра Раççей Перекет банкeн Чaваш Енри уйрaмe çулленех хастарлaхпа палaрать.

- Кунта мeн пур производство куç умeнче. Малашне усa курма тивeçлe çeнe технологисемпе паллашатaн, - терe Чaваш Патшалaх Канашeн депутачe, Раççей Перекет банкeн Чaваш Енри уйрaмeн управляющийe Вячеслав Александров. - Эпир экономикaра пулса иртекен пур улшaнaва та тимлe сaнатпaр, ЧР Экономика министерствипе, предприятисемпе тачa çыхaнса, килeштерсе eçлетпeр. Республика экономики ÿсeмлентeр тесе клиентсен ыйтaвне вaхaтра тата туллин тивeçтерме тaрaшатпaр. Республика пуласлaхe инновацие аталантарнинчен килнине лайaх aнланатпaр, вaл малалла кайма çул уçать. Клиентсем çулсерен хушaнса пыни пире савaнтарать.

Мероприяти «Чaвашавтоçул» АУОшaн та пысaк пeлтерeшлe. «Форума пула республика тулашeнче те çыхaну çирeпленет, - пeлтерчe унaн генеральнaй директорe Александр Волков. - Çул-йeр юсама Ульяновск облаçне те пулaшатпaр. Çак кунсенче пирeн рабочисем Саранскра вaй хураççe. Çeнe партнерсем тупaнни кама ан савaнтартaр?»

Шупашкарти В.И.Чапаев ячeллe производство пeрлешeвe кaçалхи чÿк уйaхeн 5-мeшeнче 70 çул тултарнине паллa тума хатeрленет. Хaнасене предприятипе çывaхрах паллаштарас тeллевпе кунта eçлекенсем лайaх экспозици хатeрленe. «Пирeн тавара ытти регионта та хапaл туянччaр тетпeр. Форума хутшaнакансем пeр-пeринпе килeштерсе eçлессине анлaрах сарччaр. Кунта «Экспо-Контур» курав комплексeнчен хaтлaрах, илeртÿллeрех», - терe пeрлешeвeн техника директорeн çумe Владимир Тигаев.

12 лаптaкра пeр харaсах «çавра сeтелсем» eçлеме тытaнчeç: «Чaваш Ен электротехники - ÿсeм технологийe», «Ял хуçалaх культурисене çитeнтерес eçри ресурс перекетлекен технологи тата техника. Мелиораци çeрeсен малашлaх аталанaвe»...

Республика ертÿçи «Теорирен практика патне - нанотехнологи сферинче инноваци бизнесне туса хурасси» темaна халалланa «çавра сeтеле» хутшaнчe. Михаил Васильевич Санкт-Петербургра анчахрах Пeтeм тeнчери экономика форумe иртни çинчен пeлтерчe. Унта РФ Президенчe Дмитрий Медведев çeр-шыв экономикине аталантармалли çул-йeрпе паллаштарнa, eç тухaçлaхне ÿстермелли майсем çинчен каланa. Aна пула eç çыннин шалaвe хушaнe, пурнaçe лайaхланe.

 

-Пирeн республика «Роснанотех» патшалaх корпорацийeпе лайaх çыхaнусем йeркелерe. Нанотехнологи продукцийe туса кaларас тeлeшпе проектсем пур, - палaртрe «çавра сeтелре» сaмах каланa май Михаил Васильевич. - Эпир килeшÿсене алa пусса çирeплетрeмeр. Раççей Федерацийeн хaш-пeр проектне хамaр республика территорийeнче пурнaçлатпaр. Ку, чи малтанах, хeвел батарейисем туса кaларассине пырса тивет. Вeсем 2012 çулта рынока тухмалла. Паянхи кун хeрсех строительство пырать. Унaн пeтeмeшле хакe 20 млрд тенкe ытла. Предприятин проектпа пaхнa хaвачe - çулталaкра пeр миллион хeвел модулe. Энергипе тивeçтермелли производство, Совет саманинчех тунaскер, юлса пырать. Анчах предприятисемпе организацисем хавхалантаракан хушма факторсене пула çивeч ыйтусене татса пама вaй çитереççe.

Михаил Васильевич республика тeп хули электротехника промышленноçeн центрe пулнине кaмaллaн палaртрe. Хaш-пeр предприяти 50 çул тултарнине кeтсе илме хатeрленет, теприсем - 70, апла пулин те продукци пахалaхeпе конкуренцие тÿсeмлe. Eçлесех текенсене политиксем те, влаç тытaмeсем те витeмлe пулaшу кÿреççe, ура çинче çирeпрех тaма тивeçлe условисем туса параççe.

Экономикaра лару-тaру çaмaлах мар пулсан та промышленноç пeтeмeшле 14-15: ÿсeмпе аталанать. 2011 çула лайaх вeçлессе те шанать Президент.

Çурт-йeр тaвассипе те эпир федерацин Атaлçи округeнче чи лайaххисен шутeнче. Чи aнaçлa çулсенче пeр млн тaваткал метр пурaнмалли çурт-йeр тунa. Ку республикaри кашни çын пуçне 0,62 тaваткал метр пырса тивет. Округра - чи лайaх кaтарту. Çурт-йeрeн мeн пур калaпaшeн 50 процентне ялсенче пурнaçлаççe.

Инфратытaм та лайaх аталанать. Республикaн кирек хaш кeтесне те, чи аякри яла та транспорт палaртнa вaхaтра пырса çитет. «Ку енeпе эпe сирeнпе тавлашма пултаратaп», - терe зала пухaннисене Президент. Унтан кирек хaш регионпа та туслaн, килeштерсе eçлеме хатeррине палaртрe, форумра хушма килeшÿсем татах пулассине пeлтерчe. «Пeр-пeрин патне хaнана çÿрeпeр. Регионсенче экономика çирeпленни çeр-шыв хaватне малалла ÿстерe», - терe.

«Çавра сeтелре» РФ Патшалaх Думин халaхсен хушшинчи eçсен комитечeн председателe Константин Косачев, «Роснано» АУО правленийeн председателeн çумe Андрей Свинаренко, ытти хaна тухса калаçрeç, Шупашкар чaнласах та электротехника промышленноçeн центрe пулса тaнине палaртрeç, ытти регионaн Чaваш Енрен вeренмелли, тeслeх илмелли сахал мар терeç.

Экономика форумe паян малалла eçлет. «Биотехнологи - «çeнe экономика» аталанaвeн наци приоритечeсем», Раççей Федерацийeн Суту-илÿпе промышленноç палатин вице-президенчe А.Захаров хутшaннипе «Раççей Федерацийeн регионeсене инвестицисем явaçтарас задачaсемпе çивeч ыйтусем çинчен», ытти темaпа «çавра сeтелсем» иртeç. (В.Григорьев автор)



Республиканская газета "Хыпар" №120/25775
24 июня 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter