Саламлакан телеграммăсемпе çырусем йышлă килеççĕ.

Михаил Игнатьев Президент ячeпе Чaваш Ен çыннисене Республика кунe ячeпе тата Шупашкарти экономика форумне хутшaнакансене саламлакан телеграммaсемпе çырусем йышлa килеççe.

Калaпaр, Григорий Рапота полпред экономика форумeн хaнисене eçлe çыхaнусем йeркелеме сунса çапла палaртнa: «Кaçалхи форумaн тeп тeллевe - регионсен инвестици илeртÿлeхне ÿстерессипе инфратытaм проекчeсене пурнaçлас тeлeшпе патшалaх политикине тытса пырассипе, нанотехнологисене аталантарассипе çыхaннa ыйтусене сÿтсе явасси. Çакa Раççей регионeсенче инновацисене тeпе хуракан экономика тытaмне çирeплетме май парe».

«Илeртÿллe çак çeр-шыв çыннисене чунтан саламлатaп. Украинaпа Чaваш Ене авалхи туслaх çыхaнтарать. Çывaх вaхaтра сирeн республикaна пырса курасса, eçтешлeх майeсене сÿтсе явасса шанатaп», - тенe хaйeн çырaвeнче Украинaн Раççейри посолe Владимир Ельченко.

Экономика форумне хутшaнакансене çавaн пекех Федераци Канашeн Председателeн пeрремeш çумe Александр Торшин саламланa: «Чaваш Ен - Атaл тaрaхeн илемлe çeрe. Унта паянхи аталанупа аваллaх йaли-йeрки пeрлешнe». Беларуçaн Раççейри посольствин Хусанти уйрaмeн ертÿçи Руслан Дрозд та республикaна ырa суннa: «Сирeн регион Беларуçшaн экономика, наука, культура çыхaнaвeсене аталантарас енeпе илeртÿллe. Чaваш Ен ертÿçисем çeнe технологисемпе инвестицисене çул пама aнтaлнине палaртас килет. Сирeн çитeнÿсем - Чaваш Енeн eçчен халaхe вaй хунин кaтартaвe».

Патшалaх Думин Сывлaх сыхлавeн комитечeн председателe Ольга Борзова Чaваш Ене «социаллa пурнaçпа экономикaна кал-кал аталантарма тата чечекленÿ» суннa.(К Семенов автор)



Республиканская газета "Хыпар" №120/25775
24 июня 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter