Ку уявра эпир чун каниччен чăн чăвашла юрлатпăр, ташлатпăр
Республика кунĕнче Акатуй ирттерме пуçлани вара пирĕншĕн темрен паха. Ку уявра эпир чун каниччен чăн чăвашла савăнатпăр, пĕр кăкран тухнă тăванăмăрсемпе курса калаçатпăр. Уяв умĕн, пĕр кун маларах, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта хускатнă тĕп ыйтусенчен пĕри, паллах, Акатуйпа çыхăннă. Акатуй пирĕн несĕлĕмĕрсемшĕн уяв çеç мар, хăйне майлă пĕтĕмлетÿ, пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланнă. Ăна ирттернĕ хыççăн чăваш пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă тесен те юрать. Ĕлĕк акана тухас умĕн ваттисем çĕр чавса çăмарта хунă. Çакă чăваш халăхĕ аталантăр, нумай ача çуралтăр тенипе çыхăннă. Геннадий Николаевич пурне те уяв ячĕпе саламланă май кашни çулах паянхи пек пĕрле пухăнасса шаннине палăртнă. Палăртса хăварар: çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Акатуй уçланкинчен инçех мар кăçалхипе вуннăмĕш хут «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль те иртнĕ. Унта Чăваш Енре пурăнакан вун икĕ халăхăн çирĕм ытла коллективĕ хутшăннă.