Чăваш Енри хастар та пуçаруллă яшсемпе хĕрсене саламланă
Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Çамрăксен кунĕнче, ЧР Правительствин Председателĕ Олег Макаров республикăри çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» финал вăййисене уçнă. Палаткăсен лагерĕ Канаш районĕнче вырнаçнă. 1000 яхăн ача - районсемпе хуласенчи çар вăййисен çĕнтерÿçисем - пухăннă. Чăваш Енри хастар та пуçаруллă яшсемпе хĕрсене ЧР Правительствин Председателĕ Олег Макаров ăшшăн саламланă.