Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă çамрăк туссем!

Сире Çамрăксен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп! Çамрăклăх – пурнăç сиксе вĕрекен тата хăвăрт иртекен тапхăр, çавăнпа та çак вăхăтра мĕн тума палăртнине пурнăçлама ĕлкĕрмелле: чăнлăх тупсăмне шыраса тупмалла, çĕннине уçмалла, çитĕнÿ тума тăрăшмалла. Ахальтен мар вĕт халăхăн чи пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ пайĕ кирек хăçан та – яш-кĕрĕм. Çамрăксем тĕлĕшпе тытса пыракан патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ – çамрăк граждансен вĕренÿ правине тивĕçтересси, вĕсене професси илме, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, пĕлĕвĕпе тата пултарулăхĕпе туллин усă курма пулăшасси. Пирĕн яш-кĕрĕмĕн конкуренци анинче хăйне тивĕçлипе кăтартма, çитĕнÿсем тума ăнтăлмалла тата яланах ăсталăхне ÿстерме тăрăшмалла. Çамрăксем пĕр-пĕрне юратса çирĕп те телейлĕ çемье чăмăртани вара наци сывлăхĕпе тĕреклĕхĕн шанчăклă никĕсĕ пулса тăрать. Чăваш Ен çамрăкĕсем паян хăйсене спортпа политикăра, вĕренÿпе сывлăха сыхлас ĕçре, культурăпа ăслăлăхра, строительствăпа промышленноçра, ял хуçалăхĕпе бизнес ĕçĕнче тивĕçлипе кăтартаççĕ. Эпир Сингапурта иртнĕ Çамрăксен I Олимпиадин чемпионĕсемпе, Раççей Президенчĕн премийĕн лауречĕсемпе, «Çурçĕр полюсĕ патне – йĕлтĕрпе» экспедицие хутшăннă çамрăксемпе, Атăл леш енчи «Мол-Город» форума йĕркелекенсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Пĕлсе тăратăп: малта сире çĕнĕ çитĕнÿсемпе пысăк пуласлăх кĕтеççĕ. Эпĕ Чăваш Енĕн тĕлĕнмелле лайăх çамрăкĕсене чунтан шанатăп! Сире мĕн пур ырă ĕçĕрте çитĕнÿ, çирĕп шанăç, тĕллевсемпе ĕмĕтсене пурнăçлама вара хастарлăхпа телей тата юрату сунатăп.

 

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                  Михаил Игнатьев

 

 



27 июня 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter