Биотехнологи аталанăвĕн регион программисене йĕркелес уйрăмлăхсем тата пĕтĕмĕшле принципсем

Валентин ГРИГОРЬЕВ  


 

 

Шупашкарти IV экономика форумe «МТВ-Центрта» eнер малалла eçлерe, «çавра сeтелсем» иртрeç. Пeрне - «Биотехнологи - «çeнe экономика» аталанaвeн наци приоритечe» темaна халалланине - Ю.А.Овчинников ячeллe Пeтeм Раççейри биотехнологсен обществин президенчe Раиф Василов профессор ертсе пычe. Пeрремeш ыйтупа - «Биотехнологи аталанaвeн регион программисене йeркелес уйрaмлaхсем тата пeтeмeшле принципсем» - вaлах сaмах каларe.

Иртнине пeлмесeр общество малашлaхне уçaмлaн палaртаймaн теççe. Биотехнологи пирки вун-вун çул каяллах калаçма тытaннa. 2003 çулта Раççейри биотехнологсен обществине йeркеленe хыççaн вaл аталанса çитнe тaваттaмeш тапхaра кeнe. Çeнeлeхе Чaваш Ен ырласа йышaннa. Республикaра биотехнологи мелeпе тирпейлекен производствaсене вырaнти ял хуçалaх таварeпе усa курса аталантарма юлашки çулсенче пeтeм инфратытaм майeсене туса хунa.

Тaван республика биорегион, çак наука çул-йeрeн пeлтерeшлe центрe пулса тaрса стратеги аталанaвeн приоритечeсене суйласа илнe. Кунта, паллах, Чaваш Енeн вaйлaрах конкурентлa енeсене, социаллa пурнaçпа экономика тата инноваци вaй-хaватне шута хунa. Пурaна киле агропромышленноç комплексeнче, пурaнмалли çурт-йeрпе коммуналлa хуçалaхра, сывлaх сыхлавeнче тата ытти сферaра хальхи вaхaтри биотехнологисене анлaн eçе кeртeç. Чaваш Республики ку енeпе ытти регионтан чылай маларах пырать. Çавaнпах экономика форумeнче çак ыйтaва тeп темaсенчен пeри тесе палaртрeç.

Чaваш Ен тeслeхeпе Тутарстан, Киров, Эрeнпур тaрaхeсем тата темиçе регион хaш-пeр енпе çитeнÿсем тaваççe. «Раççейри вун-вун завод нанотехнологи, «Роснано» корпораци ыйтaвeсене пурнaçлать. Вeсем, тeпрен илсен, бизнеса пула аталанаççe», - терe Раиф Гаянович.

Малта пыракан регионсем - Чaваш Енпе Тутарстан - биотехнологи программине пaхса тухса çирeплетнe eнтe, ыттисенче вaл йeркеленет кaна-ха.

«Роста» ООО /Хусан/ генеральнaй директорe Феликс Аухадеев «Ÿсен-тaран чeр таварeпе каяша комплекслa майпа биотехнологилле тирпейлесси», Чaваш патшалaх ял хуçалaх академийeн aслaлaх тата инноваци енeпе eçлекен проректорe Михаил Ершов «Чeр чунсен шыça чирeпе кeрешмешкeн профилактика eçeсем ирттерме тата сыватма биопрепаратсем туса хатeрлесси», «Киров облаçeнчи биотехнологи кластерe» коммерциллe мар eçтешлeх президенчe Валерий Туруло «Киров облаçeн тeслeхeнче - ку чухнехи биотехнологи аталанaвe», Пeтeм Раççейри биотехнологсен обществин Чaваш Енри уйрaмeн председателe Иван Селиванов профессор «Хальхи обществaри биотехнологи наукин приоритечeсем» темaсемпе докладсем турeç. Вeсен шухaшeпе - пeлсе усa курсан улaмран та тeрлe биопродукт хатeрлеме май пур. Йaлари хытa каяшран, куллен пухaнакан çÿп-çапран eçе кeртсе тирпейленe, «иккeмeш пурнaç» панa хыççaн усa курма юрaхлa таварах пулать иккен. Ку енeпе ятарлa программа йышaннa. ПС-1, ПС-2 препаратсем выльaхсене чир-чeртен сыхлаççe, продукци тухaçлaхне ÿстереççe, хaвaрт çитeнме пулaшаççe.



Республиканская газета "Хыпар"
27 июня 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter