«Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Çак кунсенче халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивальне хутшăннисем - хамăр республикăри тата çĕр-шывăн 24 регионĕнчен, чикĕ леш енчи икĕ патшалăхран килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем - тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул», «Лакрей вăрманĕ», А.Г.Николаев ячĕллĕ ачасен культурăпа кану паркĕсенче, «Салют» культура керменĕ, «Мега Молл», «МТВ-Центр», «Шупашкар» суту-илÿ çурчĕ умĕнче, Атăл леш енче тата, паллах, Хĕрлĕ лапамра тĕнчери халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарнă. Сцена çинче юрă-кĕвĕ хуçаланма пуçличчен Михаил Игнатьев наградăсем паНă. Хальхинче «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята Ульяновск облаçĕнчи чăваш культура центрĕн пай пуçлăхĕ Ираида Гаврилова тата Канашри культура керменĕн хормейстерĕ Иван Кириллов тивĕçНĕ. Михаил Васильевич çавăн пекех Шупашкарти нумай ачаллă Васильевсен тата Ларионовсен çемйисене çурт лартма тÿлевсĕр çĕр уйăрса пани пирки свидетельство паНă.



28 июня 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter