Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйту - преступлении тăвассине хирĕç кĕрешесси

ЧР Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче йĕркелĕхе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн тата Чăваш Республикин Наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн пĕрлехи ларăвне районпа хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене те чĕннĕ. Ларăва Михаил Игнатьев  Чăваш Ен Президенчĕ ертсе пынă. Михаил Васильевич преступлени тăвассипе кĕрешессипе çыхăннă тема чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнине палăртнă. Республика ку енĕпе пысăк ĕç пурнăçлать. Калăпăр, çамрăксем правăна пăсасран сыхланас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Çавăнпа пĕрлех Президент наркоманипе кĕрешессипе, наркотиксен тыткăнне лекнĕ çынсене сыватассипе çыхăннă ыйтусен çивĕчлĕхĕ çинче те чарăнса тăнă.  Темиçе районпа хула представителĕсене те итленĕ. Нумай ачаллă çемьесене çĕклеме ăнтăлни курăнать. Сăмах май, çавнашкал çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтермелли йышăну тунă хыççăн Чăваш Енре 71 çемьене сертификат пама пултарнă. Ларăва нумай ачаллă темиçе ашшĕ-амăшне чĕннĕ. Вĕсене Президент Тав хучĕпе чысланă.



28 июня 2011
18:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter