ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Пермьре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашăн черетлĕ ларăвне хутшăннă
Çак кунсенче ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Пермьре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашăн черетлĕ ларăвне хутшăннă. Ăна Григорий Рапота ирттернĕ. Ларура федерацин Атăлçи округĕн энергетика комплексне аталантармалли малашлăха сÿтсе явнă.Григорий Рапота çитес çулсенче федерацин Атăлçи округĕнче электроэнергипе усă курасси çулталăкне 2,3-2,8 процент ÿсесси çинчен каланă.