«Камай уйĕн урхамахĕсем» турнир ирттересси йăлана кĕнĕ

Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çулсеренех «Камай уйĕн урхамахĕсем» турнир ирттересси йăлана кĕнĕ. Унта çак тăрăхра пурăнакансем çеç мар, ытти районсенчи лаша спортне кăмăллакансем те хаваспах хутшăнаççĕ. Асăннă турнира кăçал вун пиллĕкмĕш хут йĕркеленĕ. Спортпа пĕрлех унта юрă-ташă та пулнă. Çĕртме уйăхĕн 24—25-чыслисенче Пучинке ялĕнче харăсах пысăк пĕлтерĕшлĕ тата икĕ мероприяти пулнă. Ял поселенийĕсен командисем республикăри V спартакиадăра тупăшнă. Чăваш Енри Муниципалитетсен пуçлăхĕсен кунĕ иртнĕ. «Камай уйĕн урхамахĕсем —2011» турнирта 4 тĕрлĕ ăмăрту пулнă: юлан утсем 1330 метра чупасси, тиенĕ урапана вырăнтан хускатса 30, 120 метра куçарасси тата хăнасем хушшинчи «Знаток конного дела» конкурс. Ял поселенийĕсен командисен республикăри V спартакиадине Комсомольски район команди те хастар хутшăннă. Художество пултарулăх конкурсĕнче вĕсем пĕрремĕш вырăна тухса Диплом илме тивĕçнĕ.   Авторĕ- Л.Шуряшкина(Каçал Ен)



30 июня 2011
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter