Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

Çĕртме уйăхĕн 29- мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн  анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин  Президенчĕ М.В.Игнатьев ертсе пынă. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - республикăн 2010 çулхи ĕç условийĕсемпе сыхлавĕ çинчен калакан патшалăх доклачĕ. Унпа сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В.П. Муллина паллаштарнă.  Производствăра суранланнă тĕслĕхсен шучĕ иртнĕ çул 2,3 хут, вилесси - 1,9 хут чакнине палăртнă. «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа наградăланисен хушма социаллă хÿтлĕхĕ çинчен калакан саккун проектне тишкернĕ. Унашкаллисене халĕччен Раççей шайĕнче 50 пин тенкĕ тÿлесе хавхалантарнă. Чăваш Енре çак орден кавалерĕсем икĕ çемье. Анчах М.В. Игнатьев пирĕн ку наградăна тивĕç çемьесем тата та пурри çинчен аса илтерсе вĕсене орденпа чыслама тăратмалли пирки пĕлтернĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн социаллă хÿтлĕх паракан çынсен йышĕ хушăннине пĕлтернĕ - унта ялсенчи библиотекарьсем те кĕреççĕ.  Çак саккун проектне те пăхса тухнă. Вице-премьер - экономика аталанăвĕн министрĕ И.Б.Моторин республика экономикине инвестицисем илсе килмелли тĕллевлĕ программа çинчен каласа панă. Строительство министрĕ А.Н. Гончаров республика бюджетĕнчен автомобиль çулĕсем валли уйăрнă укçана валеçессине çирĕплетесси çинчен пелтернĕ. Ларура нумай учреждени статусне улăштарассине çирĕплетнĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.А. Енилина республикăн патшалăх пурлăхне шутран кăлармалли йĕркепе паллаштарнă.

Ларура çавăн пекех ытти хăш-пĕр ыйтусене те пăхса тухнă.



30 июня 2011
10:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter