Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ ячĕпе саламлани.

Потребительсен кооперацийĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

 

Хăйĕн вăрăм историйĕнче коопераци юхăмĕ пурăнас пултарулăхне, ĕç тухăçлăхне ĕнентерсе панă, обществăн хăватлă аталану вăйĕ пулса тăнă. Республикăри потребительсен кооперативĕсем ялсен аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе, ял ĕçченĕсене производство хатĕрĕсемпе тата кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессипе, кредитсем парас тата страхлас енĕпе пулăшассипе çыхăннă ыйтусене ăнăçлă татса параççĕ. "Пĕрлĕхре – вăй", – шăпах çак сăмахсем потребительсен кооперацийĕн аслă пĕлтерĕшне питĕ лайăх сăнарлаççĕ. Пĕрлехи тĕллеве пурнăçланă чух пĕр-пĕрне пулăшнин принципĕ республикăри кооперацие чи лайăх йăласене упраса хăварма, рынок условийĕсенче ăнăçу тума пулăшнă. Раççейри пурте йышăннă лидер, республикăри кооперативсен ватă пĕрлешĕвĕ – Чăвашпотребсоюз – ял аталанăвне тата çынсен пурнăç пахалăхне çĕклес ĕçе курăмлă тÿпе хывать. Çынсене ĕçпе тивĕçтерни, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йюркелени, ветерансене, инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене пулăшни кооперативсен социаллă яваплăха тĕпе хуракан ĕç-хĕлĕн мухтавлă тĕслĕхĕсем пулса тăраççĕ.

Потребительсен кооперацийĕн ĕçченĕсен вăй-халĕ, предпринимательлĕхри пуçарулăхĕ, профессионализмĕ тата опычĕ халăх пурнăçне малашне те лайăхлатса пыма пулăшасса шанатăп. Çирĕп сывлăх, малашлăха шанма, чи хăюллă ĕмĕтсене пурнăçлама вăй-хал, ырлăх тата телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                             М.Игнатьев



01 июля 2011
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter