Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Юхан шыв флочĕн кунĕ ячĕпе саламлани.

Юхан шыв флочĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

 

Сирĕн ĕç шыв тĕнчин асамлă хитрелĕхĕпе, хумсен тыткăна илекен шавĕпе тата ашкăнчăк çил вылявĕпе тачă çыхăннă. Атăлăн анлă çулĕ çинче яланах сыхă та тимлĕ пулмалла. Вахтăра тăнă чухне эсир фарватера куç умĕнче тытатăр, шыв тарăнăшне палăртатăр, навигаци паллисене вырнаçтарса лартатăр. Шăпах сирĕн кулленхи ĕçĕр-хĕлĕр тата тивĕçĕре тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани юхан шыв çулĕ тăрăх кимĕ-пăрахут çÿретме май парать.

Шупашкарти юхан шыв порчĕ республикăн шыв çинчи илĕртÿллĕ тĕп хапхи пулса тăчĕ, унăн илемĕпе пин-пин çын, çав шутра йышлă хăнасемпе туристсем те чунтан киленеççĕ. Пассажир причалĕсем пĕр вăхăтрах пысăк карапсене те, хула таврашĕнчи, хулаçум тата экскурси маршручĕсене те йышăнма май параççĕ. Минерал тата строительство материалĕсем турттарма портăн рейд кара¬пĕсемпе буксирсем, бар¬жăсем пур.

Професси ăсталăхне тата ĕçе чунтан парăннине пула Чăваш Ен юхан шыв ĕçченĕсем шалти шыв çулĕсем çинчи хăрушсăрлăха шанчăклăн тивĕçтереççĕ, пассажирсене кÿрекен пулăшу ĕçĕсен пахалăхне тата ĕçлекенсен пултарулăхне ÿстерсе пыраççĕ.

Сире Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçĕршĕн чунтан тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçупа телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин

Президенчĕ                                                                                                          М. Игнатьев



01 июля 2011
18:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter