Ĕç çынна илем кӳрет

Тавралăха тирпей - илем кĕртессипе республикăри ял тăрăхĕсенче самаях вăй хурса ĕçлеççĕ. Халăх хăй ирĕкĕпе урам хушшисене тасатса тирпейлесе тăрать.  Çак кунсенче Канаш районĕнчи Уçырма ялĕнче ырă ĕç туса ирттернĕ. Ялти маттур та ĕçчен çынсем- Петр Матросов, Ольга Титова, Галина Егорова тата Марина Петрова «Аслыр» çăл куç патне каякан çула юсанă. Пĕрисем ванчăк кирпĕче йăтнă, теприсем ăна сарса лакăмсене хупланă.



01 июля 2011
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter