Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйту – Тутар Республикинче пулса иртнĕ инкек. Кÿршĕ республикăра ĕнер, утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Сюкеево патĕнче пысăк инкек пулнă – «Булгария» теплоход шыва путнă. Пăрахут çинче пурĕ 185 çын пулнă, вĕсенчен 80-шне çăлма ĕлкĕрнĕ.

 "Тутарстана Чăваш Республикинчен 17 специалист (çав  шутра 8 водолаз, 4 техника хатĕрĕ) тухса кайнă. Вĕсем кашни кунах тăрăшса ĕçлеççĕ", – тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Макаров. "Пулăшу кирлĕ пулсан, эпир ăна кÿме хатĕр", –  тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев.

Канашлу вахăтĕнче Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш кăçал республикăра 564 пушар тухнине пĕлтернĕ. Вĕсенче 68 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 21 миллион тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ.

Республикăри уй-хир ĕçĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов паллаштарнă. Кăçал акмалли çĕрсен лаптăкĕ 577 пин гектарпа танлашать. Министр тыр-пула акса хăварнă чух элита вăрлăхсемпе ытларах усă курма кирлине çирĕплетнĕ. Ку енĕпе Улатăр районĕ япăх, Шупашкарпа Вăрмар районĕсем вара лайах ĕçленине палăртнă.

Паянхи кун çĕр ĕçченĕ утă хатĕрленĕ çĕрте вăй хурать. Анчах та улшăнса тăракан çанталăк ĕçлеме памасть. Кашни кун тенĕ пекех çумăр çăвать. Çавна пула уй-хирти тăпрара нÿрĕк ытлашшипех. Тыр-пула вăйлă çил-тăвăл та сиен кÿнĕ. Хăш-пĕр районти хуçалăхсем тăкак тÿснĕ. Хресченĕн паян «çанă тавăрсах» ĕçлеме тивет. Техника тĕлĕшĕнчен чăрмав çук, вăл çителĕклĕ, анчах та тыр-пула типĕтмелли агрегатсене хатĕрлесе çитермелле.

Раççей Федрацийĕн налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ольга Никина республикăра налук пуçтарас ĕç еплерех пынипе паллаштарнă.

Канашлура çавăн пекех Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе ирттерме палăртнă Раççей шайĕнчи ăмăртусем çинче те чарăнса тăнă. Пухăннисем ытти çивĕч ыйтăва та пăхса тухнă.



11 июля 2011
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter