Старта тухакансене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн ертуçи Александр Иванов саламланă
Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Каçал енре Чăваш Республикинчи районсемпе хуласенчи ĕç тăвакан власть органĕсен çуллахи Х Спартакиади иртнĕ. Ăмăртусене пурĕ 600 яхăн спортсмен хутшăннă. Спорта юратакансем тĕрлĕ енĕпе, хутăш эстафетăра чупассипе, футбол, гольф вăййисенче тата вĕрен туртассипе ăмăртнă.
Старта тухакансене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн ертуçи Александр Иванов саламланă. «Спортпа туслă пулни пурнăçра сывлăхлă, кăмăл-сипет енчен çирĕп пулма пулăшать. Спорт пире пĕр-пĕринпе туслаштарать, сывă пурнăс йĕркине тытса пыма хистет», – палăртнă Александр Степанович. Вăл ăмăртăва хутшăнакансене мала тухма ăнтăлу тата иксĕлми вăй-хал суннă.
Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн туслă команди вĕрен туртассипе виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕÿ «Ăмăрту саманчĕсем нумайлăха асра юлĕç»,- теççĕ спортсменсем. Мĕнех, эпир те вĕсене чун-чĕререн саламлатпăр.