«Ачасене - спорта явăçтарасси» темăпа калаçу ирттернĕ
Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «Шурă чулсем» лагере çитсе килнĕ. «Ачасене спорта явăçтарасси» темăпа «çавра сĕтел» мелĕпе калаçу ирттернĕ. Унта çитсенех Чăваш Ен Президенчĕ кунти пурнăç условийĕсемпе кăсăкланнă, ачасемпе курса калаçнă. "Сывлăха çирĕплетекен лагерьтен сирĕн киле каяс килменни мана савăнтарать. Эсир кунта спортпа туслă пулни те куç кĕретех", – тенĕ Михаил Васильевич. Ачасем, савăнăçне пытараймасăр, Президента асăнмалăх хăйсем ăсталанă парнене панă.
Михаил Игнатьев çамрăк каратистсен лагертье куллен иртекен спорт мероприятийĕсемпе кăсăкланнă, ун хыççăн тӳрех ачасем шыва кĕме çӳрекен ятарлă вырăна çитсе килнĕ. Лагерь директорĕ Геннадий Петров Чăваш Республикин инвестици проекчĕпе килĕшӳллĕн автономлă учреждени йĕркелессипе çыхăннă ĕçсем еплерех пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кунта ачасене тĕрлĕ енлĕн аталанма май пур. «Çавăнпа та малашне çак лагерьте пысăк категорири спортсменсене хатĕрлеме тытăнĕç. Пирĕн паянхи тĕллев – вĕсем валли мĕн пур майсене туса çитересси", – тенĕ Чăваш Ен Президенчĕ. Каярахпа вăл шкул директорĕсемпе, физкультура учителĕсемпе, тренерсемпе «Спортпа туслашма вĕрентесси» темăпа калаçу ирттернĕ.
Паян çар ретне тăрас текен çамрăксен сывлăхĕ çав-çавах хавшакрах. 21 ĕмĕрте сывă та вăйлă, çирĕп ÿт-пÿллĕ çынсем кирлине палăртнă Президент. Сывă пурнăç йĕркине аталантарасси, табак туртассине хирĕç кĕрешесси – тĕп ыйтусенчен пĕри. Калăпăр, Элĕк районĕнчи шкул директорĕ Андрей Чернов палăртнă тăрăх, вĕсем ачасене спортпа туслаштарас тесе ташă урокĕсем йĕркелеççĕ, шывра ишме вĕрентеççĕ. Канаш хулинчи 6-мĕш шкул вĕрентекенĕ Олег Савчук хăрушлăхсăр пурнăç урокĕсене 10-11-мĕш классенче вĕрентсен те аван пулнă пулĕччĕ тесе пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра чи кирли, çамрăксене мĕн ачаранах спортпа туслă пулма вĕрентесси, палăртнă «çавра сĕтел» калаçăва хутшăнакансем.