Продукцие халăха епле çитересси предприятийĕн малашнехи çулĕ пирки сăмахланă
Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Макаров ĕçпе Шупашкар районĕнче пулнă. Ял хуçалăх министрĕпе Сергей Павловпа тата Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕпе Виктор Михайловпа пĕрле вĕсем «Ольдеевская» агрофирма» АХО-на çитсе курнă, предприяти директорĕпе Беликова Евгенияпа калаçнă. Шупашкартан килнĕ хăнасене Беликова ял хуçалăх фирминчи ĕçсем менле пыни пирки, вăл мĕнле аталанни пирки каласа панă. Калаçура продукцие халăха епле çитересси, предприятийĕн малашнехи çулĕ пирки те сăмахланă.