Питрав кунне паллă тăваççĕ

Паян утă уйăхĕн 12 -мĕшĕнче, Чаваш Енре Питрав кунне паллă тăваççĕ. Ваттисем сăнанă тăрăх - Питравран куккук авăтма, шăпчăк юрлама чарăнать. Ăна çу тÿпипе танлаштарсан та тĕрĕс: пысăк ĕçсен вăхăчĕ пуçланать. Çавăнпа ун хыççăн ĕлĕк çамрăксем вăйă картине тăма та пăрахнă. Чăвашсем така пусса уяв тунă, чÿклесе тăраниччен какай çинĕ, шăрттан пĕçернĕ. Унтан çавасене туптаса утă çулма тухнă



12 июля 2011
13:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter