Çарта службăра тăнă çынсене хваттер илме пулăшас ыйтупа ирттернĕ видеоконференци

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев çарта службăра тăнă çынсене хваттер илме пулăшас ыйтупа ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă. Канашлăва oн-лайн системипе Раççей Федерацийĕн регионсен аталанăвĕн министрĕ Виктор Басаргин ертсе пынă. Çыхăнăва Раççейри тĕрлĕ облаçпа крайри власть ĕçченĕсем хутшăннă. Федераци субьекчĕсенчи представительсем докладсем тунă. Регионсен аталанăвĕн министрĕ пĕлтернĕ тăрăх, Федераци субьекчĕсенче 2005 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен черете тăнă, пурăнмалли çурт–йĕр условисене лайăхлатас текен çемьесен шучĕ пурĕ 12 пин те 149 çын шутланать. Вĕсене хваттерпе тивĕçтерме 17 миллиард та 572 миллион тенкĕ куçарнă. Çав укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнине çирĕп тĕрĕслесе тăрассине палăртнă министр. Уйăрса хăварнă укçаран Чăваш Республикине 307 миллион тенкĕ тивĕçнĕ. Пирĕн республикăра çак категорие кĕрекенсем пурĕ 87 çын. Хваттер туянас текенсенчен ытларахăшĕ Шупашкар хулинчен, Çĕнĕ Шупашкартан, Çĕрпӳрен. Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене илес текенсем татах пур. Вĕсем пурĕ 392 çынна яхăн. «Списокри çынсене пĕтĕмпех çĕнĕрен пăхса тухмалла. Тивĕçлисене 2012-мĕш çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен хваттер парса пулăшмалла",– палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Хваттерпе тивĕçтерес ыйтăва Виктор Басаргин министр 2012-мĕш çулăн иккĕмĕш кварталĕнче татса пама хушнă. Пĕр хутчен укçан паракан пулăшупа çарта службăра тăнă çынсене кăçал утă-авăн уйăхĕнче тивĕçтермелле.



13 июля 2011
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter