Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче инвестици ĕç-хĕлне патшалăх пулăшасси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен», «Чăваш Республикин «Физкультура тата спорт çинчен» саккунĕн 6-мĕш статйине улшăну кĕртесси çинчен» саккунĕсен проекчĕсене, Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикин 2012-2014 çулхи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен» Указĕн проектне пăхса тухнă, «Чăваш Республикин 2011-мĕш çулхи тата планпа пăхнă 2012-2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунне пурнăçламалли ĕçсен переченьне çирĕплетнĕ.

Правительство членĕсем Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару - тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хушма професси пĕлĕвĕ паракан «Гражданла хÿтĕлевĕн вĕренÿпе методика центрĕ» Чăваш Республикин автономлă учрежденине тăвасси пирки те калаçу хускатнă. Çавăн пекех 2011-2012 çулсенче республикăра çуллахи, кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрсенче чĕр чунсене тытмалли йĕркесене кĕртекен улшăнусене тата ытти ыйтăва пăхса тухнă.



13 июля 2011
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter