Шупашкарта парашют спорчĕн енĕпе Раççей чемпионачĕ пуçланнă
Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта парашют спорчĕн енĕпе Раççей чемпионачĕ пуçланнă. Пухăннă спортсменсене Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, РФ парашют спорчĕн федерацийĕн президенчĕ Сергей Серендеев, ЧР спорт министрĕ Анатолий Николаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă. «Эпир сире шанатпăр, ĕненетпĕр, юрататпăр. Хăвăр суйласа илнĕ спорт енĕпе çитĕнÿ тумалла пултăр», - тенĕ спортсменсене Михаил Васильевич. Пирĕн паллă ентешĕмĕр - тĕнчен пилĕк хут чемпионĕ, Европăн /1975ç./ тата СССР халăх спартакиадин абсолютлă чемпионĕ /1967, 1971ç.ç./ Майя Костина парашютистсене ăнăçлă сикме суннă.Хыççăн авиаци кăтартăвĕ иртнĕ. Тÿпене çутă йĕрсемпе илемленнĕ. Гирляндăсем, тĕтĕм кăларакан шашкăсем тытса анакан парашютистсем курăннă. Вĕçевре ушкăнпа акробатика элеменчĕсене кăтартнă. Унтан «этажерка» сикев пулнă: пĕр спортсмен теприн парашючĕ çине тăрса иккĕн харăс аннă. Ку сикеве Владимир Дмитриевпа /515 сикев/ Вячеслав Федотов /1120 сикев/ пурнăçланă. Вĕсемпе пĕрлех - Евгений Шальнов /4191 сикев/. 1994 çулта Çурçĕр полюсĕнче пулнă, тĕнче командипе пĕрле планетăн «пуç тăррийĕ» çине аннă Евгений Константинович Раççей чемпионачĕ пуçланни çинчен пĕлтерсе тÿпере салют панă. Шупашкарти авиаципе спорт клубĕн летчикĕ, СССР спорт мастерĕ Александр Медведев вĕçев фигурисем кăтартнă. Парашютистсен ăмăртăвне хĕрсем пуçланă. Спортсменсем уйрăмшарăн тата ушкăнпа икĕ сантиметр виçеллĕ çаврашкапа тĕлме-тĕл анас енĕпе ăсталăх кăтартаççĕ. Çавăн пекех вĕсем 100 метр ишсе, хĕрсем - 1500, каччăсем 2000 метра чупса çĕнтерÿшĕн кĕрешеççĕ.