Ĕçлĕ канашлура тĕп ыйтусене пăхса тухнă

Ку хутĕнче ĕçлĕ канашлу Чăваш Республикинчи промышленноç комплексĕн 2011-мĕш çулхи пĕрремĕш кварталĕнчи ĕç итогĕсем тавра пычĕ. Ку ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илӳ министрĕ Иван Моторин паллаштарнă. Промышленноçри производство индексĕ 117,5 % танлашать. Экономика ĕçĕнче 12 палăртнă тĕп çул-йĕртен, 9 –шĕнче ĕç туса кăларнин индексĕ ӳснине палăртнă. Ытларах транспорт хатĕрĕсем туса кăларакан тата тивĕçтерекен организацисем (21,4 %), хатĕр тимĕр кăларакан производствосем (67,5%), машина ĕç хатĕрĕсем (58,2 %) тата ытти те.  2011 çулăн кăрлач –çу уйăхĕсен кăтартăвĕсем тăрăх производство туса кăларнисен калăпăшĕ Атăлçи федераллă округпа танлаштарсан Чăваш Республики виççĕмĕш вырăнта тăрать. Самара тата Киров облаçĕсене кăшт çеç çитеймен. Хамăр округри регионсем хушшинче вара транспорт хатĕрĕсем тăвас ĕçре пĕрремĕш. Машинăсем кăларассипе тата çавăн пекех вĕсене валли хатĕрсем тăвассипе иккĕмĕш, сăрантан хатĕрлес япаласем кăларассипе виççĕмĕш вырăн илме тивĕçлĕ пулнă. Пĕтĕмĕшле финанс тупăшĕ республикăра самаях ӳсни палăрать. Хăйсем туса кăларакан производствăсен калăпăшĕн 2/3 пайĕ тухăçлă ĕçлени курăнать. Вăтам ĕç укçин шайĕ те пĕлтĕрхипе танлаштарсан самаях ӳснĕ, вăл 13,3 пин тенкĕпе танлашать. Аслă тата вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансене ĕçпе тивĕçтерес ыйтупа Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов паллаштарнă. 2011 çулта аслă тата вăтам вĕренӳ заведенийĕсенчен пурĕ 11034 специалиста хатĕрлесе кăларнă. Çав-çавах экономикăра кадорсем çитменни куç кĕретех. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту сунарçăсене билетсем парса тивĕçтересси. Çывхаракан сунар сезонне хатĕрленни çинчен Чăваш Республикин чĕр чун тĕнчин объекчĕсене тата вĕсем пурăнакан вырăнсене сыхлас, тĕрĕслес тата усă курассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçи Владимир Кузюков паллаштарнă. Паянхи куна пурĕ 3,5 пин билет бланкĕсене хатĕрленĕ, вĕсенчен 547 валеçме ĕлкĕрнĕ. Халăхран ӳпкелешӳсем çук тенĕ.

Ĕçлĕ планерка вĕçленес умĕн зала Тутар Республикинчи «Булгария» теплоходри путса вилнĕ çынсене кăларма пулăшнă çăлавçăсем кĕнĕ. Паттăрла ĕçсемшĕн, хăйсене шанса панă ĕçе таса та тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев республикăн шыравпа çăлав службин водолазĕсене М.Н. Андреева, Е.В. Малайкина, Ю.М. Семенова, В.Н. Трутнева тав çырăвне панă.

В.Г. Васильева, П.А. Васильева, О.Б. Егорова, А.А. Логвинеца, В.В. Петрова, В.Б. Федотова Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару - тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн Чăваш Енри Хисеп грамотипе чысланă. Кайран Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Васильевич «Булгария» теплохода çăлакансемпе çавра сĕтел хушшине ларса калаçнă. Çамрăксем Президента йывăрлăхсемпе тĕл пулни çинчен каласа кăтартнă. Шыравпа çăлав служби валли ытларах укçа уйăрни вырăнлине палăртнă. Президент тивĕçлĕ хушусем пани, çывăх вăхăтрах службăн çĕнĕ йышши хатĕрсем пуласси çинчен пĕлтернĕ.



19 июля 2011
17:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter