Кашнин хăйĕн сĕнĕвĕ пулнă пулин те пурин валли те хурав тупăннă

Утă уйăхĕн 19 –мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «Единая Россия» политика партинĕн председателĕн Владимир Путинăн регионти общество йышăну пӳлĕмĕнче çынсене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Кăçал пурĕ «Единая Россия» партийĕн председателĕн регионти обществăлла йышăну пӳлĕмне 741çын чĕнсе калаине шута илнĕ.

Алькешре пурăнакан Сергей Хундяков Чăваш Республикин Президенчĕ патне Равнина урамĕнче çĕнĕ насос станцине хăпартса лартас ыйтупа тухнă. Ăна çĕклесе хăпартма самаях укçа–тенкĕ кирлине палăртнă. Вăтамран çĕнĕ станцие тума 5-7 миллион тенкĕ кирлине пĕлтернĕ. Ыйтăва шута илсе Михаил Игнатьев кăçал ку енĕпе хăш–пĕр ĕçе йĕркелеме май пурри çинчен пĕлтернĕ. Хула влаçĕсене ку ыйтупа тĕплĕнрех ĕçлеме хушнă. Хула бюджетĕнче çĕнĕ станцине хута яма укçа –тенкĕ пăхса хăварман, çапах та «Водоканал» тулли мар яваплă общество инвестици прграммипе килĕшӳллĕн 4,9 миллион тенкĕ уйăрма хатĕр.

А.Гайдар ячĕпе хисепленсе тăракан 5-мĕш номерлĕ ача –пăча библиотекин филиалĕн библиотекарьне Анна Федоровăна, библиотекăсен пуласлăхĕ çинчен ыйту кăсăклантарнă. Президент Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, инфор¬маци политикин тата архив ĕçĕсен министерствине библиотекăсене пулăшма май паракан программăсене пăхса тухмаллине палăртнă. Анна Федорова вара паянхи кун библиотекăсенче куллен тухса тăракан хаçат-журнал, ача–пăча кĕнекисем çителĕксĕр пулни çинчен пĕлтернĕ. Пезидент Михаил Игнатьев кăçал 2011- мĕш çулта çĕнĕ кĕнекесем туянас тĕллевпе 5,4 миллион укçа уйăрса хăварнине каланă. Голланди фирмин представителĕ Сеймур Маммадов республикăра чечексем тата пахча çимĕç çитĕнтерес тĕллевпе теплицăсем тума хатĕр проектсем кăтартнă. «Пĕр проекчĕн хакĕ- 25 миллион евро»,- тенĕ Сеймур Маммадов. Пирĕн республикăна килекен инвесторсене пулăсан та ытлашши пулмĕ. Çак ыйтăва тĕпе хурса, Ч=ваш Республикин Ял хуçал=х министерствине бизнес-плана пăхса тухма хушнă. Производствăна ĕçлеттерсе яма, палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртме ăнăçусем суннă Чăван Ен Президенчĕ. Паян республикăра хупă акционерлă общество «Ольдеевская» Агрофирма» 10 йышши пахчаçимĕç культурисемпе тата 15 тĕрлĕ кĕл чечексем лартса çитĕнтерет. Тĕп хулари «Ахазовский» ТОС /территорири хăй тытăмлăх организацийĕ/ ертÿçи Галина Горбачева М.Горький проспектĕнчи хăш-пĕр çуртăн кил хушшисенче ача-пăча площадкисем тума васкаманнипе кăмăлсăрланнă. Шупашкар хулинчи Мускав районĕн Çамрăксен правительствин членĕ Артур Гарипов Студентсен скверĕнче «Вĕренÿ заведенийĕсен аллейине» тума сĕннĕ. Кашнин хăйĕн сĕнĕвĕ пулнă пулин те пурин валли те  хурав тупăннă.



20 июля 2011
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter