Çул-йĕр тăвакан, юсакан тата ăна пăхса тăракан предприятисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ
Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев çак кунсенче çул-йĕр тăвакан, юсакан тата ăна пăхса тăракан предприятисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта хутшăннисем Чăваш Енри автомобиль çулĕсен лару-тăрăвне тата вĕсене нормативсемпе килĕштерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине тишкернĕ. Республика пуçлăхĕ Шупашкарти çулсене юсас ĕç мĕнлерех пынипе паллашнă. Уйрăммăн илсен çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи Элкер урамне юсамалли проектпа кăсăкланнă. Автомашинăпа Шупашкара Кÿкеç енчен кĕрекенсем Президент бульварне База тăкăрлăкĕпе тухмаллине лайăх пĕлеççĕ. Унта транспорт яланах йышлă, çул хăвăрт ванать. Хула ертÿçисем ăна тĕпрен юсамалла теççĕ. Республикăн килес çулхи бюджетĕнчен укçа уйăрма ыйтаççĕ. Чăваш Ен ертÿçи Шкула та çитнĕ. Михаил Васильевич строительсен ĕçĕпе палашнă, çынсемпе калаçнă. Микрорайонта пурăнакансен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Кун йĕркине кĕртнĕ çулсемпе çыхăннă ыйтупа Чăваш Республикин хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн министрĕ Александр Гончаров доклад тунă. Министр республикăн малашлăх тĕллевĕпе паллаштарнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Шупашкарта çул-йĕр тăвас ыйтупа калаçнă. «Кăçал республика çул-йĕрне пурĕ 6,6 млрд тенкĕлĕх инвестици хыватпăр, - пĕлтернĕ республика ертÿçи Михаил Игнатьев. Ĕç паллах иртнĕ çулсенчи пекех пырать. Анчах ăна лайăхрах, пахалăхлăрах тăвассишĕн тăрăшмаллине палăртнă канашлăва хутшăнакансем.