Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев “Газпромбанк” АУО правленийĕн председателĕн çумĕпе Николай Кореневпа тĕл пулса калаçнă

Утă уйăхĕн 21 – мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев “Газпромбанк” АУО правленийĕн председателĕн çумĕпе Николай Кореневпа тĕл пулса калаçнă. Çавăн пекех тĕл пулăва компанин регионсенчи бизнес департаменчĕн пуçлăхĕ Виктор Корендюк тата “Газпромбанкăн” Шупашкарти филиалĕн директорĕ Олег Симунов хутшăннă. Республика пуçлăхĕ хальхи вăхăтра Чăваш Ен тĕп хулинче тĕрлĕ банкăн 19 филиалĕ ĕçлени çинчен каланă. “Тата тепĕр банк тытăмĕн, “Газпромбанкăн”, ĕçĕ анлăланни республика экономикин аталанăвне пулăшĕ”, - тенĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех компанин Шупашкарти филиалĕнче хальхи вăхăтра халăха ипотека кредичĕ памалли программа ăнăçлă пурнăçланни çинчен те палăртнă. Николай Коренев Президента тараватлăхшăн тав тунă: “Республикăн аталану майĕсем пысăк, кунта лайăх, чи кирли, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ”. Юлашкинчен вара Чăваш Республикин Правительствипе “Газпромбанк” АУО тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.



22 июля 2011
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter