Раççей спортсменĕсене Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев саламланă

Утă уйăхĕн 21 –мĕшĕнче  Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев республикăн Тĕп хулинче çăмăл атлетсен Раççей чемпионачĕн савăнăçлă уявне уçнă çĕре хутшăннă. Спортăн  турнирĕсем «Олимпийский» стадионĕнче иртеççĕ. Аса илтеретпĕр юлашки хут кун йышши Раççей шайĕнчи мероприятисене Чăваш Енре 2009 çулта ирттернĕ. Ун чухне республикăна хăнасем 63 Раççейри регионсенчен 1300  спортăн çак тĕсне юратакансем хутшăннă. Пирĕн республика чысне чемпионатра 26 вăйлă спортсмен хӳтĕлеççĕ. Вĕсен шутĕнче Пекинра иртнĕ Олимп вăйисене хутшăннă Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсем Сергей Иванов тата Татьяна Петрова. «Раççей шайĕнче иртекен чемпионата хамăр республикăра ирттересси паллах пысăк хисеп, çав хушăрах пысăк яваплăх та. Шупашкарта пĕр хутчен çеç мар, Раççей тата Тĕнче шайĕнче иртекен тĕрлĕ йышши спорт мероприятийĕсене ирттерме тӳр килнĕ, анчах та эпĕ палăртсах каласшăн паян спорта хутшăнакансем çĕнĕ рекордсем кăтартма пултарччĕр, пирĕн хула вĕсен асĕнче нумайлăхах асра юлтăр»,- тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Приезиденчĕ Михаил Игнатьев спортсменсене саламланă май. Пухăннă спортсменсене Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев, ЧР спорт министрĕ Анатолий Николаев, çĕр-шывăн çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Валентин Маслаков, Олимп вăййисен чемпионĕ Андрей Сильнов тата ыттисем те саламланă. Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев Чăваш Ен пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва пысăк шайра хатĕрленнине, спортсменсемпе хăнасем валли пĕтĕм услови туса панине, тараватлăхне кăмăлтан палăртнă. Турнир пĕлтерĕшне спортсменсемпе вĕсен тренерĕсем кăна мар, çăмăл атлетикăна кăмăллакан пур çын та аван ăнланать. Шупашкарта мала тухнисемпе призерсем кăçал Корейăри тĕнче чемпионатĕнче тупăшĕç, унтан вĕсен çулĕ Олимп вăййисене выртĕ.



22 июля 2011
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter