Михаил Игнатьев РФ вице-премьерĕ Дмитрий Козак ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче РФ вице-премьерĕ Дмитрий Козак ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă. Унта вырăнсенче ЖКХ реформипе çыхăннă саккунсене пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă. Дмитрий Козак ЖКХ предприятийĕсен ĕçне уççăн йĕркелемеллине, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра тĕплĕн хатĕрленмеллине палăртнă. Çавна май регионсенче инженери инфратытăмне аталантармалли инвестици программисем пулмалла. Çав программăсене 2010 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн çирĕплетмеллине саккунпах палăртнă пулин те нумай предприятин унашкалли çук. Çавна май вице-премьер çак ĕç çине алă сулнă администрацисен пуçлăхĕсем тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарма сĕннĕ. “Халăхран пуçтаракан укçана мĕнле тăкаклани уçăмлă мар. Муниципалитетсен сайчĕсенче управляющи компанисен финанспа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан информаци, тивĕçлĕ справкăсем пулмалла”, - тенĕ вăл. Чăваш Енре 114 управляющи компани ĕçлет. Михаил Игнатьев хула-районсенче пулнă май управляющи компанисен ĕçне уçăмлă тумалли пирки пĕрре кăна мар каланă. Вице-премьер çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес ыйтăва çĕкленĕ май муниципалитетсен пуçлăхĕсен ку енĕпе субъектсен ертÿçисене тивĕçлĕ докладсем памалли, энерги енĕпе перекетлĕ технологисемпе усă курмалли çинчен аса илтернĕ.Чăваш Ен Президенчĕ Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăламалли фонда 334,3 млн тенкĕ уйăрма ыйтса заявка пани çинчен пĕлтернĕ.



22 июля 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter