Чăваш Республикин Президенчĕ Константин Косачевпа тĕл пулнă
Утă уйăхĕн 25 –мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Халăхсен хушшинчи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕпе Константин Косачевпа тĕл пулнă. Тĕл пулăва çавăн пекех республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Макаров хутшăннă. Михаил Игнатьев тата Константин Косачев Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Раççей чемпионатне сÿтсе явнă. «Республика спортра çеç мар, экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе те малта. Промышленноç производствин индексĕ 116 процентпа танлашать - федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăххи», - тенĕ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Халăхсен хушшинчи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕ.