«Труд» стадионта çĕнĕ футбол площадкине уçнă

Утă уйăхĕн 24 –мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федерацийĕн спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрĕ Виталий Мутко «Труд» стадионта çĕнĕ футбол площадкине уçнă çĕре хутшăннă. Çакăн йышши савăнăçлă пулăм республикăра пурăнакан нуммай çынна пуçтарнă. Вĕсем хушшинче 100 яхăн çамрăк футбол вăйисене хутшăнакансем те пулнă. Спорт площадкине йĕркелесе çитерме шăпах çулталăк иртнĕ. Ăна валли пурĕ 27 миллион тенкĕ тăкакланнă. Пуласлăхра кунта çĕнĕ спорт комплексне те хута яма палăртнă. Çитес вăхăтра вара кун йышши спорт площадкине Йĕпреç тăрăхĕнче тума пуçлĕç. Раççей Федерацийĕнче 2015-мĕш çулччен футбола аталантарас программăпа килĕшӳллĕн, Чăваш Енре 15 хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан футбол стадионĕсем тума палăртни çинчен палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Пирĕн çĕр-шывра спорта аталантарассипе - Чăваш Ен чи малтисен ретĕнче пыни çинчен пĕлтернĕ Раççей Федерацийĕн спорт, туризм тата çамрăксен политикин Министрĕ Виталий Мутко. Сирĕн Республикăра çеç мар, ял тăрăхĕсенче, хулапа районсенче спорта лайăх аталантарса пыни куç кĕретех. Стадион малалла та аван ĕçлесе кайтăр, çамрăк спортсменсем вара пире çитĕнӳсемпе хавхалантарса пыччĕр тенĕ хăнасем. Хаваслă лару-тăру хыççăн пуçлăхсем çамрăк футболиссемпе пĕр çавра футболла выляса илнĕ.



25 июля 2011
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter