Михаил Игнатьевпа Виталий Мутко Чăваш Енре спорта аталантарасси çинчен калаçнă

Утă уйăхĕн 24–мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей Федарацийĕн спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрĕпе Виталий Муткопа тĕл пулнă. Республикăна Виталий Мутко ĕçлĕ çул-çӳревпе килнĕ. Калаçу вăхăтĕнче Михаил Игнатьевпа Виталий Мутко Шупашкарти çăмăл атлетсен Раççей чемпионачĕн иртсе пыракан ăмăртăвĕсем çинчен калаçнă. Аса илтеретпĕр ăмăртусем «Олимпийский» стадионра утă уйăхĕн 21–мĕшĕнче пуçланнă. "Ăмăртăва хутшăнакан спортсменсем çак стадион питĕ телейлĕ, кунта эпир çĕнĕ рекордсем илме пултартăмăр теççĕ. Тĕслĕхрен: Анна Чичерова хăйĕн çуралнă кунĕнче çĕнĕ рекорд лартма пултарчĕ",- тесе савăнăçлă хыпара пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. "Хам куçпа пĕр хутчен çеç мар курса ĕненнĕ. Чăваш Республики спорт çине пысăк тимлĕх уйăрать. Эпир те хамăр енчен май килнĕ таран малалла та пулăшма тăрăшăпăр,» - тесе палăртнă Раççей Федерацийĕн спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрĕ Виталий Мутко. Сăмах май, Чăваш Республики Федерацин субъекчĕсем хушшинче спортăн 6 енĕпе: спорт обьекчĕсем тăвассипе, спота çынсене явăçтарассипе тата ытти уйрăм енĕсемпе малтисен ретне тухма пултарнă. Ку шайа малалла та çакăн пекех çирĕппĕн тытса пыма сĕннĕ Виталий Мутко. 



25 июля 2011
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter