Ашшĕ–амăшĕсĕр тăлăха юлнă ачасене хваттерпе тивĕçтерес ыйту тавра тĕплĕн калаçнă

Паянхи канашлу Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствин докладчĕпе пуçланнă. Ашшĕ–амăшĕсĕр тăлăха юлнă ачасене хваттерпе тивĕçтерес ыйту тавра тĕплĕн калаçнă. Паянхи куна республикăра пурĕ 1063 тăлăха юлнă ача шутланса тăрать. Вĕсенчен 2011-мĕш çулта хваттер илме 334 çын тăнă. Чăваш Республикин 2011 çулхи республика бюджечĕ çинчен калакан Саккунĕпе килĕшÿллĕн уйăракан укçа-тенкĕ шучĕпе 179 тăлăха пурăнмалли хваттер параççĕ. Чăваш Республикин 2011 çулхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» Саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» Саккунĕпе килĕшÿллĕн хушма укçа-тенкĕ уйăрма пăхнă. Ун шучĕпе тата 155 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç. Çавна май Чăван Ен Президенчĕ çирĕп график туса йĕркелесе çитерме хушса хăварнă çак ĕçпе ĕçлекен ведомствăсене. Чăваш Республикин патшалăх программисене туса хатĕрлени çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Иван Моторин пĕлтернĕ. Республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсене 2011 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикин патшалăх программисене туса хатĕрлесе йышăнассине тивĕçтерме хушнă. Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерствипе килĕшсе татăлма хальлĕхе патшалăх программин «2011-2015 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси» проекта çеç тăратнине пĕлтернĕ Иван Моторин. Паллах, кунпа килĕшме юрамасть, ку енĕпе çивĕчрех ĕçлемеллине палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Çуллахи шăрăх кунсем, çынсене шыва кĕме хистеççĕ. Ку ыйтупа республикăри лару–тăру çинчен Чăваш Республикин граждăнла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш паллаштарнă. Паянхи кун тĕлне республикăра пурĕ 14 ятарлă шыва кĕмелии вырăн уйăрнă. Вĕсенче 36 инкек пулма та ĕлкĕрнĕ. 32 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. 15 çынна хăтарса хăварма май килнĕ. Ку тĕслĕхсем пурне те пăшăрхантараççĕ. Çавăнпа та тепăр хут сире асăрхаттарса хăварасшăн. Шыва кĕнĕ чухне асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Тепре чухне çынсем хăйсем тимлĕхе çухатаççĕ. Пирĕн вара сирĕнпе час-часах ку ĕçсем пирки халăха тăтăшах аса илтерсех тăмаллине палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев. Паянхи кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те çивĕч пăхса тухнă. Çавăн пекех Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Раççей чемпионачĕн пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе явнă.



25 июля 2011
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter