Чăваш Республикин влаç органĕсен Порталĕнче чăвашла çĕнĕ сайт уçăлчĕ

Паян, утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш Республикин влаç органĕсен Порталĕнче чăвашла çĕнĕ сайт уçăлчĕ. Унта Чăваш Республикин социаллă-экономикин аталанăвĕн çул-йĕрĕпе, Чăваш Ен Президенчĕн, Правительствăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май пур. Сайтра эсир чăваш халăхĕн историпе, культурипе, йăла-йĕркипе паллашма пултаратăр. Çавăн пекех сайтра тĕрлĕ йышши пайсем пур. Унтах республикăри хаçатсенче пичетленнĕ материалсене вырнаçтарнă. Пысăк тепĕр пайра – баннерсем. Сайтра çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕн М.В.Игнатьевăн "Çамрăксене шанмалла!", Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ, Республика пуçлăхĕн интерактивлă кун кĕнеки баннерсем пур. Эпир сире пĕрле ăнланса ĕçлессе шанатпăр. Çырăр, сирĕн шухăшăр-сĕнĕвĕрсене кĕтетпĕр.



26 июля 2011
17:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter