Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министрĕ Рашид Нургалиев арми генералĕ Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă

Утă уйăхĕн 25 –мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министрĕ Рашид Нургалиев арми генералĕ Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ. Ăна Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев кĕтсе илнĕ. Çак кун Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнчи ятарлă тата уйрăм пĕлтерĕшлĕ отрядсен никĕсĕ çинче федерацин Атăлçи округĕнчи çакăн евĕрлĕ отрядсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Канашлу вăхăтĕнче Рашид Нургалиев ятарлă подразделенисен сотрудникĕсене социаллă хÿтлĕх кÿресси мĕнле пулса пыни тата малашлăхра мĕнле пуласси çинчен пĕлтернĕ. Хыççăн Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министрĕ Рашид Нургалиев Чăваш Республикинчи уйрăм тата ятарлă пĕлтерĕшлĕ подразделенисем приказа пурнăçланă чухне кăтартакан ăсталăхне пăхнă, ĕçре уйрăмах палăрнисене ведомство наградисемпе чысланă. Наградăсене панă май Рашид Нургалиев министр вĕсене тата ĕçтешĕсене ăшшăн саламланă, ĕçре çитĕнӳсем суннă. Видеоконференци евĕр ирттернĕ канашлăва районсенчи шалти ĕçсен пайĕсен ертÿçисем те хутшăннă.



26 июля 2011
11:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter