Хусан хулинчи Иранăн Генконсулĕпе Чăваш Ен Президенчĕ килĕшсе ĕçлесси пирки калаçнă

Паян Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Хусан хулинчи Иранăн Ислам Республикин Генеральнăй Консулĕпе Расул Шаянпа тĕл пулнă. Палăртса хăваратпăр, Иранăн Ислам Республикин консульствине Хусан хулинче 2007 çулта раштав уйăхĕнче Раççей Федерацийĕпе Иран Ислам Республикин правительствисем хушшинчи килĕшӳ тунă тапхăрта уçнă пулнă. Расул Шаян шанса панă ĕçе 2011 çулта ака уйăхĕнчен ĕçлеме тытăннă. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Расул Шаян господина шанса панă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçласа пыма ырлăх-сывлăх суннă. Ĕç Атăлçи Федераллă округра вăл шутра Тутар Республикинче те ăнăçлă пуласса шанса каланă. Расул Шаян юпа уйăхĕнче Тагеран курнăçу центрĕнче традицие кĕнĕ фестиваль пулассине пĕлтернĕ. Унта ытларах çĕнĕ технологисемпе ĕçлекен компанисем хутшăнине палăртнă. Вĕсен хушшинче Чăваш Енрен те предприятисем хутшăнсан аван пулнă пулĕччĕ тет. Президент вара çавăн пек пысăк куравсене Чăваш Ен хутшăнасса çирĕппĕнех каланă. Тĕл пулура Иран Ислам Республикипе Чăваш Республикин малашнехи çыхăнусем тытасси пирки  калаçу хускатнă.



27 июля 2011
16:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter