Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул-çӳревпе Йĕпреç районĕнче пулнă

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул-çӳревпе Йĕпреç районĕнче пулнă. Республика ертӳçи вырма ĕçĕсемпе паллашнă, строительство объекчĕсене тĕрĕсленĕ. Малтанах «Путиловка» агрофирма хуçалăха кĕрсе тухнă. Уйра хĕрӳ ĕç «вĕрет». Уй-хир ĕçченĕсене вырмана тухнă ятпа Михаил Игнатьев саламланă, тыр-пула ăнăçлă пухса кĕртме суннă. «Кăçал пирĕн тухăçлăрах ĕçлеме тăрăшмалла»,- тенĕ çĕр ĕçченĕсене вăл. Палăртса хăвармалла, «Путиловка» хуçалăх ытларах качакасем ĕрчетессипе ĕçлесе пырать. Хуçалăхра пурĕ 150 качака шутланса тăрать, çавăн пекех шултра мăйракаллă выльăхсем те пур. Пурĕ 250 пуç, вĕсенчен 60 –шĕ сăвакан ĕнесем.

 Хыççăн Пĕчĕк Упакассипе кÿршĕллĕ «Трудовик» хуçалăха çул тытнă. Республика ертӳçи хăш-пĕр уйсем çум курăкпа ӳссе ларнине асăрханă. «Кунта çанталăка айăплама кирлĕ мар, 21 –мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр. Çĕнĕ технологисемпе ытларах усă курса ĕçлемелле»,- тесе асăрхаттарса хăварнă республика ертÿçи. Республика пуçлăхĕ икĕ хуçалăхри ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн Йĕпреç поселокне çул тытнă. Йĕпреçсем Чăваш Енре «Ĕçмелли таса шыв» программăна пурнăçа кĕртессипе пуçарулăх кăтартни куç кĕрет. Малалла «Агропромкомплект» ООО строителĕсем тăвакан 5 хутлă çурта кайса курнă. Çурта ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха юлнă тата вăрçă ветеранĕсем валли хатĕрлеççĕ. Президент кунта та çитменлĕхсене палăртнă. Таврари çум–курăка вăхăтра тасатса тăма хушнă, инкек –синкек пуласран вара, ĕçленĕ вăхăтра стройка таврашĕнче, асăрхаттару паллисем пулмалли çинчен палăртса каланă. Ĕçре яланах тимлĕхе пăхăнса ĕçлемеллине пĕлтернĕ.

 Çула май, Михаил Игнатьев çăкăрпа ĕçлес текен пулас предприяти ертӳçипе тĕл пулса калаçнă. Предприятире ĕçе çирĕпрех йĕркелемеллине палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Петров пĕтĕмĕшле районăн социаллă-экономикăн аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарнă. Пĕлтĕр шăрăха пула, нумай палăртса хунă ĕçе пурнăçа кĕртме май килмен. Кăçал пĕлтĕрхи çитменлĕхсене шута илсе, аванрах ĕçлсе пыма шантарнă вырăнти пуçлăх. Президент ял-хуçалăх ĕçĕсем çине хытăрах тимлĕхе пăхма хушса хăварнă. "Кăçал планпа пăхса хăварнинчен тата та ытларах вăй хурса ĕçлесен те йăнăш мар. Выльăх апатне ик-виç çуллăха та хатĕрлеме юрать. Çак ĕçсене пурнăçлама паян пур услови те пур", -тенĕ Михаил Игнатьев. 



27 июля 2011
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter