Çĕршыв чемпионачĕ - Шупашкарта

Çак кунсенче Шупашкарти Тĕп стадионта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Раççей чемпионатĕнче çитмĕл регионтан килнĕ 900-е яхăн спортсмен вăй виçрĕ. Çĕршывăн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕсемпе тĕнче спорт мастерĕсем кăна 238 çын, ытларахăшĕ – олимпиецсемпе тĕнче тата Европа чемпионĕсем. Çакăн чухлĕ паллă спортсмена пирĕн стадион нихăçан та пуçтарман. Анчах хальхинче хăш-пĕр олимпиецсем те медальсĕр юлчĕç.

 

Çÿллĕшне сикекен арçынсем хушшинче ылтăн медальшĕн ХХIХ Олимп вăййисен чемпионĕ А.Сильнов, тĕнче тата Европа чемпионĕсем Я.Рыбаковпа И.Ухов тата А.Шустов кĕрешрĕç. Çавах та 236 сантиметр çÿллĕшĕнчен çăмăллăнах сиксе каçса Раççей чемпионĕ ятне халиччен пысăк ăмăртусенче палăрсах кайман Санкт-Петербург каччи Алексей Дмитрик çĕнсе илчĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Мускавра пурăнакан Олимп вăййисен чемпионки А.Чичерова çĕнтерчĕ. Анна 207 сантиметр çÿллĕшне сиксе Раççей рекордне çĕнетрĕ.

 

Çĕршыв чемпионачĕсенче чăвашсен çăмăл атлечĕсем 5-6 медаль таран çĕнсе илетчĕç. Хальхинче пирĕн республикăри спортсменсем икĕ кĕмĕл медале кăна тивĕçрĕç. Красноармейски районĕнчи Яманакри Л.Кузьмина 3000 метра чăрмавсем урлă 9 минут та 26, 03 çеккунтра чупса тухрĕ, Шупашкарти сăнă ывăтакан М.Максимова снаряда 59 метр та 17 сантиметра вăркăнтарчĕ.

 

Пирĕн республикăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ те хальхинче япăхрах, пĕрлештернĕ команда саккăрмĕш вырăн кăна йышăнчĕ. Кÿршĕллĕ Тутарстан тата Мордва республикисен командисем иккĕмĕш тата пиллĕкмĕш вырăнсенче. Вĕсен – 5-6-шар медаль.

 

Спорт уявĕнче Раççей Федерацийĕн спорт, туризм тата çамрăксен политикин министрĕ В.Мутко, Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев, Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçи В.Балахничев, çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ В.Маслаков пулса курчĕç, чемпионсемпе призерсене парнесем пачĕç.

 

П. СИДОРОВ



Республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçат
27 июля 2011
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter