ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Константин Косачевпа тĕл пулнă

Виçĕм кун ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Халăхсен хушшинчи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕпе Константин Косачевпа тĕл пулнă. Тĕл пулăва çавăн пекех республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Олег Макаров хутшăннă.

Михаил Игнатьев тата Константин Косачев Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Раççей чемпионатне сÿтсе явнă. «Республика спортра çеç мар, экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе те малта. Промышленноç производствин индексĕ 116 процентпа танлашать - федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăххи», - тенĕ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Халăхсен хушшинчи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕ.

Тĕл пулу вăхăтĕнче çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлес, тыр-пул пухса кĕртес ыйтусене çĕкленĕ. «Çĕр ĕçченĕсен умне çулталăк çурăлăх утă хатĕрлеме тĕллев лартнă, вĕсем ăна ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Халĕ чи кирли - уйсенчен тырра вăхăтра пухса кĕртесси», - палăртнă Михаил Игнатьев. (П.Иванов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 июля 2011
11:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter