«Тата 101 çынна çухатрăмăр»

ЧР Правительство канашлăвĕнче тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе мĕнле тивĕçтерни çинчен ЧР Строительство министерстви пĕлтернине итленĕ. Республикăра 1063 тăлăха пурăнмалли çурт-йĕр кирлĕ. 2011 çулта 334 çыннăн хваттер черетсĕр илмелли ирĕк пур.

Чăваш Республикин 2011 çулхи бюджечĕ çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн уйăракан укçа-тенкĕ шучĕпе 179 тăлăха пурăнмалли хваттер параççĕ. «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн хушма укçа-тенкĕ уйăрма пăхнă. Ун шучĕпе тата 155 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç.

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев кăçал черет çитнисен хваттер илмелли графикне хатĕрлеме хушнă.

Чăваш Республикин патшалăх программисене туса хатĕрлени çинчен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Иван Моторин пĕлтернĕ. Республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсене 2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикин патшалăх программисене «пĕтĕмпе 14» палăртнă йĕркепе туса хатĕрлесе йышăнассине тивĕçтерме хушнă. Хальлĕхе патшалăх программин пĕр проектне çеç, 2011-2015 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси çинчен калаканнине, тăратнă.

«Çакнашкал лару-тăрупа килĕшме юрамасть», – тенĕ президент. – Палăртнă вăхăта пăхăнмалла, программăсен проекчĕсене хатĕрлессине хăвăртлатмалла».

Пляжсемпе шыва кĕмелли вырăнсем еплерех пулнипе Чăваш Республикин Граждан оборони енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш паллаштарнă. Хальхи вăхăтра республикăра официаллă майпа 14 пляж уçнă. Шыва кĕмелли тапхăрта юхан шывсенче, кÿлĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тимлĕ ĕçлеççĕ. Апла пулин те республика территорийĕнче шăрăх çанталăк тăнă май шыва путса вилнĕ тĕслĕхсем сахал мар. Ку енĕпе 36 инкеке регистрациленĕ, 32 çын шыва путса вилнĕ, 15 çынна çăлса хăварнă.

«Паллах, савăнмалли çук. Пушарта вилнĕ 69 çынпа пĕрле шутласан эпир тата 101 çынна çухатрăмăр, – палăртнă Михаил Игнатьев. – Шел те, çынсем инкек-синкек хыççăн пĕтĕмлетÿ тума васкамаççĕ. Эппин, ăнлантару ĕçне вăйлатмалла».

Канашлура çавăн пекех Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Раççей чемпионачĕн пĕтĕмлетĕвĕсене сÿтсе явнă.



Республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçат
27 июля 2011
14:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter