Çынсене чун-чĕре ăшши кирлĕ

Чăваш Республикин Президенчĕн Михаил Игнатьевăн ĕнерхи ĕç кунĕ Йĕпреç тăрăхĕнчи «Путиловка» агрофирма» ОООн механизациленĕ йĕтемĕнче пуçланчĕ. Вăл Пĕчĕк Упакассинчи тыр-пул ăстисемпе курса калаçрĕ.

 

Хуçалăхра вырма вăй илсе пырать ĕнтĕ. Комбайнерсем 110 гектар лаптăкра ăнса çитĕннĕ «Московская-39» кĕрхи тулла тÿрех вырса çапаççĕ. Агрофирма ертÿçи Владимир Марушев палăртнă тăрăх кĕр тыррисем лайăх тухăçпа савăнтараççĕ. «Çĕр-аннене юратса пăхсан вăл хресчене кÿрентермест», - терĕ Президент. Вăл выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлессине мĕнлерех йĕркеленипе интересленчĕ. Ку енĕпе те пуçаруллă Пĕчĕк Упакассисем: нумай çул тата пĕр çул ÿсекен курăксенчен паха утă та, силос-сенаж та палăртнинчен ытларах хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне выльăх апачлĕх культурăсен пусă çаврăнăшĕнче куккуруспа хĕвел çаврăнăшĕ, качака курăкĕ тухăçлă çитĕнеççĕ.

 

Михаил Васильевич аталану çулĕ çине шанчăклăн тăнă «Путиловка» ĕçченĕсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ, хыççăн Пĕчĕк Упакассипе кÿршĕллĕ «Трудовик» хуçалăха çул тытрĕ. Пысăк Упакассисем хальлĕхе курăмлă çитĕнÿсем тăваймаççĕ. Хуçалăхра ĕç-пуç ÿсĕмлĕ пулманни сисĕнет. Колхоз ертÿçи С.Ярчеев ăнлантарнă тăрăх кунта ĕç вăйĕ те, кирлĕ техника та çителĕксĕр. Акă Президент çитсе чарăннă уйра çуркунне урпа акса хăварнă, ăна вăхăтра апатлантарман, гербицидсемпе усă курман, çавна пула асăннă культурăна пĕтĕмпех 1 метртан та çÿллĕрех тал пиçен пусса илнĕ. Халĕ ăна выльăх валли фураж хатĕрлеме çулаççĕ. Çум курăк талккишпех çавăрса-хупласа илнĕ уй çине чĕрене ыраттармасăр пăхма çук. Республика ертÿçи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курассине лайăхлатасси çинче чарăнса тăнă май тĕп пуянлăха - çĕр-аннемĕре чăн-чăн хресчен тăрăшулăхĕпе пăхмалли çинчен темиçе хут та ас тутарчĕ. Уйра ирттернĕ урокран тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума çеç ан манса кайччăр тахçан тыр-пул çитĕнтерсе республикăра ырă ята тивĕçлĕ пулнă колхоз ĕçченĕсем.

 

Республика пуçлăхĕ икĕ хуçалăхри ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн Йĕпреç поселокне çул тытрĕ. Йĕпреçсем Чăваш Енре «Ĕçмелли таса шыв» программăна пурнăçа кĕртессипе пуçарулăх кăтартни куç кĕрет. Икĕ çул каялла Буинск поселокĕ çывăхĕнчен юхса иртекен Хĕр шывĕ çинче районти халăха шывпа тивĕçтерекен хăватлă насус станцийĕ ĕçе кĕнĕ. Çак тĕллевпе район центрĕнче те кунта пурăнакансене усă курма лайăх пахалăхлă шыв парса тăракан станци туса лартнă.

 

Йĕпреçсене республикăшăн питех те пĕлтерĕшлĕ программăна пурнăçа кĕртес ĕçре «Водстроймонтаж» ООО тата «Водоканал» МУП /директорĕсем - В.Марушевпа Н.Терентьев/ пысăк пулăшу параççĕ. Укçа-тенкĕ енчен йывăрлăх пулнине пăхмасăр палăртнă объектсене вăхăтра хута яраççĕ. Çывăх кунсенчех район центрĕнче паха шывпа тивĕçтерекен станцире çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма пăхнă.

 

Республика ертÿçи «Агропромкомплект» ООО строителĕсем тăвакан 5 хутлă çурта та çитсе курчĕ. Асхат Алимов директор каланă тăрăх объект кĕçех ĕçе кĕмелле: халĕ унта шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Сельхозтехника урамĕнче çĕкленсе ларнă нумай хваттерлĕ çуртра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, сусăр тата тăлăх ачасене пăхса усракансем, кивĕ бараксенче пурăннă çынсем хăтлăх тупĕç. «Çавăн пек çынсене пирĕн чун-чĕре ăшшийĕ кирлĕ», - терĕ Президент строительсене пархатарлă ĕçе хăвăртрах вĕçлеме ăнăçу сунса.

 

Президент Йĕпреçри тырă йышăнакан пунктра та пулчĕ. Тĕрĕссипе, çак предприятирен ячĕ кăна юлнă. Юрать-ха ăна сутăн илекенсем тупăннă: Ирçе Çармăсри «Исей уйĕ» ООО ертÿçисем кунта хăйсен аллипе туса илекен тырра упрама, тĕрлĕ продукци кăларма шухăшлаççĕ. Тĕллевĕ лайăх, анчах предприятире çĕнĕ тырра йышăнма хатĕр мар. Президент «Исей уйĕн» яваплă çыннисене ку ĕçе хăвăртлатма кирли çинчен ас тутарчĕ...

 

Михаил Игнатьев ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, хуçалăхсен, предприятисен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. (Г.Кузнецов)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 июля 2011
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter