Республика уй-хирĕнче

Республикăра вырма пуçланчĕ. Июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 262 гектар çулнă, çав шутран 252 тоннине çапса тĕшĕленĕ. Çак ĕç Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Çĕрпÿ, Елчĕк, Тăвай, Йĕпреç тата ытти районта вăй илсех пырать. Малтанлăха палăртнă тăрăх гектартан вăтамран 25,7 центнер тухать. Куславкка районĕнче 4 гектар çинчен çĕр улми пухса кĕртнĕ, унăн вăтам тухăçĕ 250 центнер.

Хуçалăхсенче кĕрхисем акма 50 620 гектар хатĕрленĕ. Ку енĕпе Улатăр, Вăрнар, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Канаш тăрăхĕсенче аван ĕçленине палăртмалла.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси та малалла пырать. Çак тапхăрта нумай çул ÿсекен курăксене 87 405 гектар е палăртнин 88 процентне çулнă. Хăш-пĕр çĕрте ăна иккĕмĕш хут çулаççĕ ĕнтĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксене 12 792 гектар çулса пуçтарнă (47 процент).

Утă 92 464 тонна (118,5 процент) хатĕрленĕ. Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенче кăçалхи плана тахçанах ирттерсе тултарнă.

Хальхи вăхăтра республикăра кашни условнăй выльăх пуçне 21,3 апат единици тивет (пĕлтĕр çак вăхăтра – 10). Куславкка районĕнче вара кăтарту 149,3 апат единиципе танлашать. Патăрьел, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски, Вăрмар, Шăмăршă районĕсенче те ку хисеп палăрмаллах пысăк.

Л.НИКИТИНА



Республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçат
27 июля 2011
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter