Республикăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулти кăтартăвăсене пĕтĕмлетнĕ

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ларăва Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Халăхсен хушшинчи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн Председателĕ Константин Косачев, çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ службăпа предприятисен ертӳçисем хутшăннă. Кун йĕркинче Чăваш Республикин 2011 çулăн ултă уйăхри экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ. Республикăн çур çулăн ĕç итогĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илӳ министрĕ Иван Моторин паллаштарнă. Промышленноç произвоствин асăннă тапхăрти индексĕ 117,5% танлашнă. Транспорт, металлурги, машинăсемпе оборудовани произвоствисен организацийĕсен ӳсĕмĕ уйрăмах пысăккине палăртнă. Кун йĕркине кĕртнĕ Чăваш Республикин 2011 пĕрремĕш çур çулăн бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен калакан иккĕмĕш ыйтупа Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Фарида Муратова паллаштарнă. Чăваш Республикин республика бюжетĕнчен укçа-тенкĕпе тивĕçтерекен Чăваш Республикин патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен должноç шалăвĕсен виçине çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ӳстернине те каласа хăварнă. Хамăрăн тупăшсемпе республика бюджетне 51% пурнăçланă, çав тупăшсем иртнĕ çулхинчен 8,3% ÿснĕ. Патшалăх парăмне çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 2 млрд ытла тенкĕлĕхех чакарма май килне палăртса хăварнă. Ларура тухăçлă ĕçлекен тата çавăн пекех хавшакрах ĕçлесе пыракан предприятийĕсен ертӳçисене сăмах панă. Паллах, Чăваш Республикин Президенчĕ çирĕп, тухăçлă ĕçлесе пырса вăхăтра налуксем тӳлекенсене, çынсене ĕç укçипе тивĕçтерекенсене тав тунă. Çынсен кăмăлĕсем лайăх, чунĕсем те уçă. Вĕсем ыранхи куна шанса ĕçлеççĕ. Аталану темине Президент пĕтĕмлетнĕ, уйрăм самантсем çинче тĕплĕ чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх кăçал республика патшалăх парăмне 4 млрд тенкĕ ытла тавăрса парать, çитес çул - тата 5 млрд тенкĕ. «Кунашкалли нихăçан та пулман, çавăнпа та кăштах тÿсме тивет», - тернĕ вăл. Тĕп хулара ача сачĕсен ыйтăвĕ çивĕччине аса илтернĕ - «Ăна 3 çул хушшинче татса памалла. Кунта хула влаçĕсен тăрăшмаллине асăрхаттарса хăварнă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн ларура ытти актуаллă ыйтусене те тишкернĕ.Вĕсемпе Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева, Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина, Чăваш Республикин культура, национальноçĕсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова тата ыттисем те калаçнă. Правительство членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем тунă.



28 июля 2011
09:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter