Мал ĕмĕтлĕ журналистсене Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçре ăнăçусем суннă.

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев республикăри тата çавăн пекех республика тулашĕнчи мал ĕмĕтлĕ çамрăк журналистсемпе тĕл пулса калаçнă. Палăртнă куна хатĕрленсе çамрăксем Президент валли хăйсене куллен кăсăклантаракан ыйтусем хатĕрленĕ. Шупашкар районĕнчи Мăштавăш ялĕ çывăхĕнчи кӳлĕ хĕррине пухăннă яшсемпе хĕрсем пĕр саманта та çухатмасăр Михаил Игнатьевран республикăн пуласлăхĕ çинчен ыйтса пĕлме тăрăшнă. Кун йышши тĕл пулусене Чăваш Ен Президенчĕ час–часах тухма тăрăшать. Ахальтен мар пулĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те çамрăксене шанмалла, ĕненмелле тесе палăртнă. Паян пулас ăру пурнăç çине таса куçпа пăхни савăнтарать. Калăпăр, Тутар Республикинче чăвашла тухса тăракан «Сувар» хаçатăн редакторне Константин Малышева паянхи пурнăçра глобализаци вăхăтĕнче чăваш чĕлхине упраса хăварас ыйту пăшăрхантарнă.  "Темĕнле йывăрлăхсем сиксе тухсан та пирĕн сирĕнпе хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшмалла",- тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. Чăвашсен культурине, йăла-йĕркине сыхласа хăвармалла. Журналистсене ял пурнăçĕ те кăсăклантарнă. "Паян ялта пурăнасах текен çамрăксем валли мĕнле те пулин çăмăллăхсем пур-и?"- тесе ыйтнă «Чăваш Радио» хумĕ çинче çамрăксен программине ертсе пыракан Катя Степанова. «Паллах, условисем пур. Патшалăх енчен тĕрлĕ енлĕ пулăшу программисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Ял хуçалăх пайĕнче, сывлăх сыхлавĕнче тата ытти сферăсенче ĕçлекен çамрăксене ялта çурт туса лартма самай пысăк пулăшу пур. Çамрăксен яла килес ĕмĕчĕ пысăк пулсан, эпир вĕсене яланах пулăшма хатĕр»,- тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Ку енĕпе вара хулара пурăнакан çамрăксен лару-тăру урăхларах.  Ырă хыпарсене патшалăх енчен тухса тăракан программăсем çинчен час-часах халăха пĕлтерме ыйтса каланă Михаил Игнатьев. Сăмаха малалла тăснă май вырма ĕçĕсем çинчен те чарăнса тăнă. Калаçăва çамрăксем хаваспах хутшăннă. Кăçал хуçалăхсенче выльăх апатне ик- виç çуллăха хатĕрленине уйрăммăн палăртса каланă. Çанталăкĕ те аван тăрать. Уй-хирте вырма ĕçĕсем хĕрӳ пыни куç кĕретех. Юлашкинчен вара çĕнĕ технологипе ĕçлекен предприятисен ĕçĕ-хĕлĕсем, уйрăм спорт, йăла-йĕрке, культура, таса чăваш чĕлхине упрасси тата çавăн пекех эрех-сăра сутассине кăштах чарассипе çыхăннă ыйтусем те хăйсен хуравĕсене тупнă. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май мал ĕмĕтлĕ журналистсене Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçре ăнăçусем суннă.



28 июля 2011
11:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter