Халăх фрончĕ йĕркеленипе

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн кандидатне Чăваш регион ушкăнĕпе суйланма федераци списокне кĕме кандидатурăсем палăртмалли халăхăн малтанхи сасăлавне е, урăхла каласан, праймериза хутшăннă.

 

Михаил Васильевич - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регион уйрăмĕн кандидачĕ. Халăхăн малтанхи сасăлавĕ Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ йĕркеленипе иртет.

 

Праймериз Шупашкарти «Салют» культура çуртĕнче пулнă. Халăх фрончĕн регион координаци канашĕн ертÿçи Валерий Андреев ăнлантарнă тăрăх, процедурăна 28 çынпа 120 уполномоченнăй тата суйлавçăсем хутшăнаççĕ. Кашни кандидата хăйĕн программипе паллаштарма май параççĕ. Ун хыççăн уполномоченнăйсем вăрттăн сасăлаççĕ. Патшалăх Думин депутачĕн кандидачĕн йышне праймериз пĕтĕмлетĕвĕпе чи нумай сасă пухнисем кĕреççĕ.

 

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăн макроэкономикăн аталанăвĕн лайăх ÿсĕмне палăртнă. Вăл производство чĕрĕлнине тата потреблени шайĕ ÿснине кăтартать: «Çакă мĕнпе пĕлтерĕшлĕ? Мĕншĕн тесен макроэкономика, хуçалăх - бюджета пуянлатмалли тĕп çăл куç. Нумаях пулмасть Патшалăх Канашĕ республика бюджечĕ тата тепĕр 3 млрд тенкĕ ÿснине çирĕплетрĕ. Вăл пĕтĕмпех пурăнмалли çурт-йĕр тума, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тăлăхсене, уйрăм категорири çынсене хваттерпе тивĕçтерме каять. Общество инфратытăмне, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма, инноваци проекчĕсене пурнăçлама усă курăпăр. Чи кирли - тăнăçлăх. Вăл пулнă, пур, пулĕ!» Михаил Игнатьев пăшăрхантаракан ыйтусенчен пăрăнман: япăх çулсем, вĕсем çинчи хăрушсăрлăх, ачасен шкул умĕнхи учрежденийĕсенче вырăн çитменни, пĕчĕк шалу, предприятисем хупăнни...

 

«Çынсем ыррине кĕтеççĕ. Апла тăк кашнин хăйĕн вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçлемелле», - пĕтĕмлетнĕ Президент.

 

Çитес виçĕ праймериз Çĕнĕ Шупашкар, Канаш тата Çĕмĕрле хулисенче иртĕ. (Ю.Петров)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 июля 2011
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter